Тымар çимĕçсене кăлартăмăр
Куç хăрать те алă тăвать. Иртнĕ кунсенче ялти ĕçлеме пултаракан мĕн пур çын тăрăшнипе 18 гектар çинчи çĕр улмине кăларса пĕтертĕмĕр. Çитес кунсенчех ăна суйласа вăрлăхлăх хыватпăр, ытлашшине сутăпăр. Ун хыççăнах сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăларма пикентĕмĕр. Çак çăмăл мар ĕçре хуçалăха Шăмалакри шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пысăк пулăшу кỹчĕç. 5-11 классенче вĕренекенсем ниçта пăрăнмасăр темиçе кун сахăр чĕкĕнтĕрĕн ани çинче ĕçлеме чăтăмлăх çитерчĕç. Паллах, хуçалăх та шкул умĕнче парăмра юлмĕ.
"Елчĕк Ен"