Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хĕвел çинче пиçнĕ пан улмийĕ...

     Ял уçалăх продукцийĕсене туса илнинчен çулсерен пысăк тупăш куракан "Комбайн" хуçалăхра кăçал пан улми те ăнса çитĕннĕ. Çак техĕмлĕ те тутлă шăршăллă, чуна уçăлтаракан çимĕçе туянас тесе Кавалти сад пахчине килекен çынсен татти-сыппи çук. Мĕншĕн тесен кăçал районта урăх ниçта та пан улми Кавалти пек тухăçлă çитĕнмен.

     6 гектар йышăнакан лаптăкри сад пахчинче тĕрлĕ сортлă пан улми çитĕнет. Йывăрăшне чăтаймасăр çĕрелле усăннă туратсем çинчи шултăра пан улмисем хĕвел çинче куçа йăмăхтараççĕ, илĕртеççĕ. Хуçалăхăн утарĕ те кунтах вырнаçнă, кăçал кашни вĕллерен пĕтĕмпе 38 килограмм пыл юхтарса илнĕ. Куратпăр, çут çанталăк Кавалсене хăйĕн ырлăхĕпе рехетлентермеллипех рехетлентернĕ.

     Хуçалăхри сад пахчине пăхса, утара тытса пыраканĕ вара - Владимир Ильин. Владимир Ильич çут çанталăкпа çывăх паллашнă, туслашнă çын. Килĕнче те вăл пирĕн тăрăхра хальлĕхе сайра тĕл пулакан çимĕçсем çитĕнтерет, утар тытать.

     Кавалсене те çут çанталăк хăйĕн иксĕлми ырлăх-пурлăхне ыт ахальтен кỹрсе памасть. Çакăншăн вĕсем хăйсем те ырма пĕлмесĕр тăрăшаççĕ: йывăçсене хăрăк туратсенчен тасатаççĕ, улмуççисене сиенлĕ хурт-кăпшанкăсенчен сыхласа тĕрлĕ препаратсемпе сапассине вăхăтра йĕркелесе тăраç-çĕ...



"Елчĕк Ен"
23 сентября 2005
00:00
Поделиться