Ĕçе вăй хумасăр тума çук
Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕ тĕлне хуçалăхра вырма ĕçĕсем вĕçленчĕç. Умри йывăрлăхсене хăюллăн çĕнтерсе пыма вăй-хал çитернĕрен ял çынни çăкăрлă пулчĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 1200 гектар çинчен туса илтĕмĕр. Унăн тухăçĕпе вара мухтанаймастпăр - вăл кашни гектартан 18 центнер анчах пулчĕ. Çакă кĕрхи культурăсен тухăçĕ пĕчĕк пулнинчен те килчĕ. Çитес çул çак çитмен-лĕхсем ан пулччăр тесе кăçал кĕр акине технологие çирĕп пăхăнса пурнăçларăмăр. 300 гектара яхăн лаптăкри кĕрхи культурăсене çĕнĕ вăрлăхпа акса хăвартăмăр. Кĕр тыррисене акма кашни çул Н.Овчинникова шанатпăр. Хăйĕн аллине пăсмасть вăл, ĕçе пĕлсе пурнăçлать.
Тырра çапса тĕшĕлеме хутшăннă В.Еников, В.Андреев, Н.Мартынов, В.Степанов, А.Сергеев, С.Павлов, В.Медведев комбайнерсене хăйсене шаннă ĕçе яваплăха туйса пурнăçланăшăн чун-чĕререн тав тăватăп. Чи пысăк кăтарту В.Ениковăн - вăл 4830 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕлеме пултарчĕ. Уй-хирте тăрăшса ĕçлекенсене хавхалантармалли условисем çирĕплетни те ĕç тухăçлăхне ỹстерме пулăшрĕ пулинех.
П.Гурьянов, О.Львов, А.Сорокин, Ф.Ганеев, А.Яковлев водительсем çапса тĕшĕленĕ тырра йĕтеме вăхăтлă турттарса тăма ĕлкĕрчĕç, çав вăхăтрах пĕр-пĕринпе тупăшса, пысăкрах кăтартусене çывхартассишĕн ĕçлени те палăрчĕ. П.Гурьянов водителĕн кăтартăвĕ чи пысăкки пулчĕ - 7641 центнер. А.Сядуков вара Аслă Таяпари йĕтем çинчи 16170 центнер тырра пĕчченех кĕлетсене турттарса тăма ĕлкĕрчĕ. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте Ю.Тяптушкин, В.Калинин механизаторсем пысăк пуçарулăх кăтартнине палăртатăп.
Çурхи культурăсенчен кăçал урпа ăнса çитĕнчĕ - гектартан тухакан вăтам тухăç 29 центнертан кая пулмарĕ. Иртнĕ çул 450 гектара яхăн лаптăкри нумай çул ỹсекен курăксен анисене çĕнĕрен сухаланăччĕ. Кăçал çак анасем çине акнă тыр-пул тухăçĕ расна ытларах пулнине хамăр курса ĕнентĕмĕр. Малашне те çак меслете тĕпе хурса ĕçлемелли куç кĕрет. Анчах ку чухне 1 смена - норма ĕçе пурнăçлама çеç 350-400 литр топливо кирлĕ-çке. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем тăтăш хакланса тăнă вăхăтра вара ăна туянма ăçтан укçа çитермеллине те пĕлмелле мар.
Иртнĕ çулхи ĕç опычĕпе усă курса пахча çимĕç туса илесси çине кăçал та пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшрăмăр. Хĕрлĕ чĕкĕнтĕр лаптăкне Аслă Таяпа шкулне арендăна патăмăр. Вĕсем ăна вăхăтра пуçтарса илме пултарчĕç, укçине те сахал мар ĕçлесе илчĕç. Севока та вăхăтлă пуçтарса илтĕмĕр. Севок туса илессипе хуçалăх чылай çул ĕçлеменччĕ - çитес çул ăна 15 гектартан кая мар лаптăкра акса хăварас ĕмĕтпе пурăнатпăр. Хура пусă лаптăкĕсене çак тĕллевпе çу каçипех хатĕрлерĕмĕр. Ку тĕлĕшпе пире Таяпа Энтринчи Ф.Шадриков фермер шефа илнĕ. Çитес çул 10 гектартан кая мар пуçлă сухан лартса хăварасшăн.
Ял çыннин ĕçĕ - çĕр çинче ĕçлесе пурăнасси. Çĕре упраса, ăна кирлĕ пек пăхса тăрса пысăк тухăç туса илмелле. Анчах кăçал ял хуçалăх производствинче ĕçлекенсен умĕнче чăрмавсем тата ытларах пулчĕç. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 40 процента яхăн хакланчĕç. Çав вăхăтрах ял хуçалăх культурисен хакĕсем йỹнелсе кайрĕç. Рынок тени çакăн пек пулмалла мар-çке те. Шутласан, ял çынни мĕнпе айăпа кĕнĕ? Çĕр çинче хура тар юхтарса тыр-пул çитĕнтернĕшĕн-и?
К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхри çĕр ĕçченĕсене тыр-пула ăнăçлă пухса кĕртнĕ ятпа саламлатăп.
"Елчĕк Ен"