Ăнса пулнă çĕр улмине пуçтарма та кăмăллă
Çанталăк уяр та лăпкă тăни ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн питĕ лайăх. Хиртен юлашки культурăсене пухса кĕртнипе пĕрлех тымар çимĕçсене те, çĕр улмине те пуçтарса кĕртет паян çĕр ĕçченĕ.
Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн "иккĕмĕш çăкăр" хирĕнче те çак кунсенче йышлă халăх хĕвĕшет. Ю.Архилинпа С.Бобин механизаторсем пĕрин хыççăн тепри ăнса пулнă çĕр улмине копалкăпа кăлараççĕ.
Бригадăра тăрăшакан хĕрарăмсем пĕр машина çине, шкул ачисем харăсах икĕ-виçĕ машина çине çĕр улми тиеççĕ. Çамрăксемпе тан тивĕçлĕ канури ватăсем те тăрăшаççĕ. "Ĕмĕрĕпе çĕр улми пуçтаратпăр, хăнăхнă ĕçре аптăрамастпăр. Кăçалхи пек аван çитĕннĕ çĕр улмине пуçтарма та кăмăллă", - теççĕ вĕсем. Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕ те çулсерен тăван хуçалăха пулăшассинчен пăрăнмасть. 5-11 классенче вĕренекенсем класс ертỹçисемпе пĕрле хавхаланса ĕçлеççĕ хирте. Вăхăт нумай та иртмерĕ, В.Егоркин, Н.Начаров автомашинисем çĕр улмипе тулчĕç. С.Черновпа С.Миллин водительсем вĕсене çийĕнчех улăштарчĕç.
Сисĕнмесĕрех апат вăхăчĕ çывхарчĕ. Акă, ял енчен будкăллă машина килни курăнчĕ. Шкул ачисем çийĕнчех "урапа çинчи кухньăна" сырса илчĕç - хырăмĕсем аванах выçнă курăнать... Л.Райкова, О.Амасева, Г.Малова килти пек тутлă апатпа сăйлаççĕ хирте ĕçлекенсене, кăпăшка çăкăрне те хăйсемех пĕçереççĕ. Апачĕ тутлă пулнăран пурте чашăксене пушатсан тав сăмахĕ калаççĕ вĕсене.
Çапла майпа ĕçлекенсене хиртех вĕри апат çитерме йĕркеленине ырламалла çеç: ĕçĕн хăвăртлăхĕ те, калăпăшĕ те чылай пысăкрах пулать.
20 гектар çинче çитĕнтернĕ кăçал "иккĕмĕш çăкăра". Гектартан вăтамран 180 центнер тухăç тухать Ленин ячĕллĕ хуçалăхра. Ĕçлекенсене хавхалантармалли условине те çирĕплетнĕ: ĕç укçи тỹленипе пĕрлех пуçтарнă çĕр улмин 10 процентне пуçтаракансене параççĕ. Шкул коллективĕшĕн те ку услови лайăх - хĕлĕпе вĕренекенсем çĕр улмирен татăлмĕç.
Çĕр улмине паян вăрлăха хывнипе пĕрлех хуçалăх маларах туяннă им-çамсемшĕн те татăлать, сутать те.
Паянхи куна 15 гектар çинчен çĕр улмие пухса кĕртнĕ. Çанталăк çакăн пек уяр та типĕ тăрсан ĕçе çак кунсенчех вĕçлĕç.
"Елчĕк Ен"