Тăван хуçалăха пулăшаççĕ
Кăçалхи парксемпе садсен çулталăкне Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем хăйне майлă паллă турĕç. Çуркунне шкул çывăхĕнчи çĕр лаптăкĕ çине кашни класс тĕрлĕ пахча çимĕç акса-лартса хăварнăччĕ. Кĕр мăнтăрĕпе ăнса пулнă çимĕçе шкул столовăйĕ валли пухса кĕртрĕç. Паян "Прогресс" хуçалăхăн уй-хирĕнче çĕр улми пуçтарни те шкул коллективне усă çеç кỹрет: пĕрре хĕл каçмалăх çĕр улмиллĕ пулаççĕ, тепре ачасем ушкăнпа ĕçлесе тăван хуçалăха пулăшаççĕ.
"Елчĕк Ен"