Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Пĕр хуртан тунă..." юррăн малашлăхĕ перепиçрен те килĕ

     Раççей Федерацийĕн Президенчĕ "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ çинчен" калакан указĕпе тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ "Пĕтĕм Раççейри 2006 çулхи ял хуçалăх перепиçне Чăваш Республикинче ирттересси çинчен" йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, Елчĕк район администрацийĕ те район территорийĕнче ял хуçалăх перепиçне теплен тата пысăк шайра ирттерес тĕллевпе йышăну кăларнă. Çак йышăнурах ял хуçалăх перепиçне ирттерес йеркене çирĕплетсе хăварнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушĕвĕпе вырăнти комиссие йĕркеленĕ. Унăн йышĕ 17 çынран тăрать, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин хăй комисси председателĕ. Пелтерĕшлĕ ĕçе хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе районти статистика уйрăмĕ çумĕнче ятарлă служба туса хунă, вăл 3 çынран тăрать. Ял хуçалăх перепиçĕпе çыхăннă ыйтусемпе ĕçлекен уполномоченнăй пулма Л.Кошкина çирĕплетнĕ. Вăл аслă пĕлỹ илнĕ, 1998-2002 çулсенче "Восход" хуçалăх ертỹçи пулса ĕçленĕ.
     Асăннă службăн тивеçĕ пысăк. Кăçалах чылай ĕç пурнăçлама тивет: перепиçе хутшăнакансен ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен списокне, объектсене палăртса хатĕрлемелле.
     Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ 2006 çулхи июль уйăхĕн 1-25-мĕшĕсенче иртмелле.
     Кăçал уйрăм хуçалăхсен ĕç-хĕлне суйласа илсе тĕрĕслессине, йĕркелессине тата методологине лайăхлатас тĕлĕшпе ĕçлемелле.
     Чăвашстатăн, ЧР Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвен министерствисен пĕрлехи хушăвĕпе граждансен харпăр хăй хушма хуçалăхне тĕрĕслекен ĕç ушкăнĕ туса хунă. Çакнашкал тĕпчев ял администрацийĕсенче хуçалăх учечĕн кĕнекисене паха йĕркелеме, унăн кăтартăвĕсем перепиçĕн хатĕрленỹ мероприятийĕсене усăллă ирттерме май парĕç. Хăш чухне халăх хушшинче пăшăрханса калаçнă сас-хура илтĕнет: çак перепись ĕçĕсем çĕнĕ налуксем хурассипе çыхăннă теççĕ. Ку вăл пачах тĕрĕс мар. Çĕнĕ йышши налуксем кĕртес тесен налук никĕсне чылай çул маларах палăртса хураççĕ. ЧР финанс министрĕ Н.В.Смирнов информаци хатĕрĕсене пĕлтернĕ тăрăх, çывăх çулсенче налук никĕсĕ улшăнмасть.
     Республикăри ĕçлĕ Ушкăн пирĕн районта июль уйăхĕн 19-мĕшĕнче пулса курчĕ. Унăн специалисчĕсем уйрăм хуçалăхпа пурăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕç.
     Информаципе ăнлантару ĕçĕ перепиçе хатĕрленнĕ тапхăрта уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем мĕн пур категорие шута илсе вĕсем пирки тĕрĕс кăтартусем пухас тесен çынсен çырава шанмалла, ĕненмелле.


"Хресчен сасси"
20 сентября 2005
00:00
Поделиться