Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Клиент служби ĕçлет

     РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕ ял халăхĕн ыйтăвĕсене вăхăтра татса парас тесе сахал мар тăрăшать. Иртнĕ çулхи нарăс уйăхĕнче управленинче клиент служби йĕркеленĕ. Специалистсем граждансене кашни кунах йышăнаççĕ. Хальлĕхе хăйсен ыйтăвĕсемпе килекен 9083 çынна тĕрлĕ канаш-сĕнỹ панă. Куллен пенси ыйтăвĕсемпе килекен 30-40 çынна йышăнатпăр.

     Пенсионерсем валли ятарлă пулĕм уйăрнă. Ыйтăва туххăмрах татса пама пулать, специалистсене пỹлĕмрен пỹлĕме шыраса çỹремелле те мар. Ватăсем черет кĕтсе тăнă вăхăтра ятарлă стендсемпе паллашма пултараççĕ. Кунтах сĕтелпе пукансем вырнаçтарнă, заявленисен бланкисен тĕслĕхĕсене кăтартнă.

     Ватăсене пенси тĕрĕс шутлани, унăн калăпăшĕ 2002 çултан мĕн чухлĕ ỹсни интереслентерет. Килнĕ çынна тĕплĕн ăнлантарса ярасси - клиент службин тĕп тĕллевĕ.

     Юлашки вăхăтра социаллă пакет е укçан илмелли право пирки нумай ăнлантарса пама тивет. Çăмăллăхсемпе усă кураканăн икĕ вариантран пĕрне суйласа илмелле. Хăшне суйласси - кашни çыннăн хăйĕн ирĕкĕ.

     Клиент службине ĕçлекен граждансем те килеççĕ. Уйрăм предпринимательсене страховани взносне мĕнле тỹлемелли интереслентерет. Кашнине тулли хурав пама тăрăшатпăр



"Елчĕк Ен"
20 сентября 2005
00:00
Поделиться