Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инкекрен сыхă тăни кирлĕ

     Пушартан хăрушши çуккине кашнийĕ пĕлетпĕр. Унран ялан сыхă тăни кирлĕ. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине мĕн ачаран пăхăнса çитĕнни те пĕлтерĕшлĕ. Çакна, вут-кăварта пĕрре шар курнă Елчĕк шкулĕн коллективĕ нимрен мала хурать. Çак тĕллевпех çулсерен вĕренекенсене пушар хăрушсăрлăхĕпе инструктаж, ятарлă уроксем ирттернипе пĕрлех инкек пулас пулсан ачасене шкултан эвакуацилессине те йĕркелет. Акă, çак кунсенче те, пушара хирĕç кĕрешмелли уйăх пуçланиччен, шкулта эвакуаци туса пăхрĕç. Кашни класс, планпа килĕшỹллĕн, шкултан урама тухрĕ.



"Елчĕк Ен"
20 сентября 2005
00:00
Поделиться