Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Илĕртеççĕ юрă-кĕвĕпе

     Районти культура çурчĕн ĕçченĕсем Елчĕк тăрăхĕн халăхне илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарсах тăраççĕ. Авăн уйăхĕнче те вĕсем чылай яла çитрĕç. Элекçей Тимеш, Курнавăш, Яманчỹрел, Кивĕ Арланкасси культура çурчĕсенче хаваспах кĕтсе илчĕç "Варкăш" ушкăн артисчĕсене.

     Çак кунсенче шăпах хĕрỹ ĕç вăхăчĕ пулнине кура-ши, шел пулин те, культура çурчĕсенче халăх йышлах пулаймарĕ. Апла пулин те залра ларакансен кăмăллă сăн-пичĕ, тăвăллăн алă çупни, пĕлекен юрăсене пĕрле юрлани, çамрăксем илĕртỹллĕ кĕвĕпе кăмăллăн ташлани юрăçсене чунри пĕтĕм илемлĕхе куракансене парнелеме хистерĕ. "Эсир пирĕн пата килсех çỹрĕр-ха", "Концерт питĕ чаплă пулчĕ", "Шупашкарти артистсенчен те ирттеретĕр", - тенĕ сăмахсене итлеме питĕ кăмăллă.
     Мĕн тунипе кăна лăпланса ларасшăн мар хĕрỹ чĕреллĕ культура работникĕсем, малашне тата та нумайрах, май килсессĕн районти кашни ялах çитсе халăха илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарма, ĕçрен каннă вăхăтра хаваслă кăмăл-туйăм парнелеме ĕмĕтленеççĕ.
     Ял халăхне "сенкер экран" умĕнче пусăрăнса лариччен культура çурчĕсене тухса савăнма, артистсемпе пĕрле асамлăх тĕнчине путма чĕнетпĕр. Килĕр, курăр, савăнăр, килсе курсан ỹкĕнмĕр.


"Елчĕк Ен"
20 сентября 2005
00:00
Поделиться