Аслă Çĕнтерĕве халалланă
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи нумай çын пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Тăватă çула пынă ылханлă вăрçăра тĕлĕнмелле пысăк Çĕнтерỹ тунăранпа кăçал 60 çул çитрĕ. Çак паллă событие çĕршывĕпех анлăн паллă турĕç. Тĕрлĕ мероприятисемпе конкурс-сем Çĕнтерỹ кунне тата та пуянлатрĕç. Чăваш Республикин халăха патриотла воспитани парас енĕпе ĕçлекен ведомствăсем хушшинчи координаци канашĕ йышăнăвĕпе республикăра кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăнăн 30-мĕшĕччен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хушшинче конкурс иртет. Ăна шăпах Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине халалланă. Конкурс тĕллевĕ - халăхăн гражданла тата патриотла туйăмне вăйлатасси, çамрăк çынсене социаллă пĕлтерĕшлĕ пуянлăха хаклама вĕрентесси, ентешсен паттăрлăхне нумай çулсем хушши асра хăварасси. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе обществăлла организацисем, массăллă информаци хатĕрĕсем пĕрле вăйлă аталаннă общество йĕркелесен халăх йăли-йĕркин лайăх енĕсене сыхласа хăварасси те конкурс тĕллевĕсен шутне кĕреççĕ.
Конкурса Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хутшăнаççĕ. Çĕнтерỹçĕсене палăртнă чухне çак условисем тĕп вырăнта пулаççĕ: вĕрентỹ учрежденисенче ачасене патриотла воспитани пани, обществăлла организацисем, ачасемпе çамрăксен çарпа патриот клубĕсем çитĕнекен ăрура патриотизм, гражданлăх туйăмĕсене аталантарни, вĕсене Тăван çĕршыва çар службинче тивĕçлипе хỹтĕлеме хатĕрлентерни; ачасене патриотла воспитани панă чухне шкулпа çемье, общественность пĕрле килĕштерсе ĕçлени; вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем районти çар комиссариачĕпе пĕрле халăха çарпа патриотизм воспитанийĕ пани; библиотекăсем, шкул музейĕсем тата ытти культура объекчĕсем халăха Тăван çĕршыва, республикăна юратма, хисеплеме вĕрентни; ĕç коллективĕсенче патриотла воспитани парассипе ĕçлени, массăллă информаци хатĕрĕсене çак ĕçе явăçтарни.
Çĕнтерỹçĕсене икĕ номинацире палăртаççĕ: "Халăха патриотла воспитани парассипе хулара йĕркеленĕ чи лайăх ĕç", "Халăха патриотла воспитани парассипе ялта йĕркеленĕ чи лайăх ĕç".
Материалсене конкурса 2005 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен çак адреспа тăратмалла: Шупашкар, Урицки урамĕ, 43-мĕш çурт, Чăваш Республикин Ĕçлев, социаллă тата демографи политикин министерстви. Çĕнтерỹçĕсене Координаци канашĕн дипломĕсемпе тата хаклă призсемпе наградăлаççĕ.
Çĕнтерỹçĕсен конкурс материалĕсене пичете кăлараççĕ, вĕсене массăллă информаци хатĕрĕсем усă курма пултараççĕ.