Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ĕçсĕррисем çинчен

     Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра мĕнле çынсене илеççĕ? Ĕçсĕррисене мĕн чухлĕ тỹлеççĕ?

     Раççей Федерацийĕн халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн ĕçсĕррисен шутне ĕçлеме пултаракан, ĕçсĕр тата ĕç укçисĕр, ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсенче ĕç тупас тĕллевпе регистрациленнĕ, ĕç шыракан, ĕç пулсанах ăна пуçăнма хатĕр граждансем кĕреççĕ. Çав вăхăтрах организаци пĕтнĕ е гражданина ĕçрен хăтарнă хыççăн тỹлекен пособи тата сыхланса юлнă вăтам ĕç укçи ĕç укçи шутне кĕмеççĕ.
     Ĕçсĕр граждансене регистрацилемелли йĕркене Раççей Федерацийĕн Правительстви палăртать.
     Кирлĕ ĕç шыраса регистрациленнĕ гражданина халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра паспорт, ĕç кĕнеки е вĕсене улăштаракан ытти документ, унăн професси квалификацине палăртакан документ, юлашки ĕç вырăнĕнчен илнĕ виçĕ уйăхри вăтам ĕç укçи çинчен калакан справка, пуçласа ĕç шыракансем валли (маларах ĕçлеменнисем валли), професси çуккисем валли - паспорт тата вĕренни çинчен каланă документ тăратнă хыççăн 11 кунран кая мар вăхăтра ĕçсĕр тесе йышăнаççĕ.
     Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем гражданина 10 кун хушшинче тивĕçлĕ ĕç тупса параймасан, гражданин документсене тăратнă пĕрремĕш кунранах ĕçсĕррисен шутне кĕрет.
     Раççей Федерацийĕн "Раççей Федерацийĕнче халăха ĕçпе тивĕçтересси" саккунĕн 33 статйипе килĕшỹллĕн Раççей Федерацийĕн Правительстви çапла йышăннă: 2005 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ĕçсĕр тесе йышăннă граждансене тỹлемелли пособин чи пĕчĕк виçи 720 тенкĕпе, чи пысăк виçи 2880 тенкĕпе танлашать.


"Елчĕк Ен"
20 сентября 2005
00:00
Поделиться