Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Куравран ахаль таврăнмарăмăр

     Ăратлă мăйракаллă шултра выльăх, сысна ĕрчетессипе ĕçлекен акционерсен "Прогресс" обществи Чăваш Енри ăратлă выльăхсен куравне хутшăнчĕ. Унтан пушă таврăнмарĕ: 12-15 уйăхри ăратлă пушмак пăру ылтăн, Ландрас ăратри сысна аçи кĕмĕл медальсене тата I степень аттестатсене çĕнсе илме пултарчĕç.
     Курав Шупашкар районĕнчи ăратлă выльăх ĕрчетекен акционерсен "Чувашское" обществинче иртрĕ. ЧР ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев палăртнă тăрăх, Чăваш Енре ăратлă выльăх ĕрчетесси юлашки çулсенче ăнăçлă аталанса пырать. Çак ĕçе аталантарма патшалăх та сахал мар укçа-тенкĕ уйăрать, малашне ку тĕлĕшпе бюджетран паракан укçа тата та ытларах пулмалла. Хальхи вăхăтра республикăра ăратлă выльăх ĕрчетес енĕпе 44 хуçалăх ĕçлет.


"Елчĕк Ен"
16 сентября 2005
00:00
Поделиться