"Суту-илỹ Турри" хăй патне йыхравлать
Çĕнелсе капăрланать Елчĕк ялĕ. 3-4 çул каялла çеç-ха Советсен урамĕнче пылчăк çăрăлатчĕ, кĕрхи-çурхи кунсенче ял администрацине ваштах çитсе килме çукчĕ. Паян вара çак урамри яка асфальтпа çăмăл машинăсем çил пек вĕçтереççĕ, часах районти тĕп больницăна рейслă автобус çỹрĕ.
Утă уйăхĕнче çак урамрах пысăках та мар лавкка уçăлчĕ. "Меркурий" - ят панă ăна. Урăхла каласан - суту-илỹ Турри. Çавăнпа та çак ята суйласа илнĕ те. Н.Малова уйрăм предприниматель лавкки илемĕпе, хăтлăхĕпе, таварсен пуян ассортименчĕпе, вĕсене сентре çине пĕлсе вырнаçтарнипе, санитарипе гигиена правилисене çỹлти шайра тытнипе кĕске вăхăт хушшинчех ырă ят çĕнсе илчĕ. Кунта таварсем йỹнĕ те.
Районти, республикăри санитарипе эпидемиологи службин тĕплĕ тĕрĕслевĕсем Н.Малова предприниматель ĕçне пысăк хак панă, нимĕнле кăлтăк та тупайан. Ун пеккине юлашки çулсенче тĕл пулайманнине те пытарман вĕсем. Маловсем апат-çимĕçе тăтăшах турттараççĕ, тавар сентресем çинче выртмасть, сĕт изделийĕсем те куç тулли, холодильниксем пĕр тикĕс ĕçлеççĕ. Вăл çеç-и( Çепĕç те илемлĕ калаçакан сутуçă аллинчен кирлĕ мар тавар та туянас килет. Сутуçă ĕçне те вăхăтлăха хăйех пурнăçлать предприниматель. Тавар сутасси сутуçăран нумай килет. Лавккана кĕрекен çынпа сỹрĕккĕн калаçакан сутуçăран тавар туянас килместех. Сăмах май каласан, паянхи çамрăк сутуçăсен чĕлхи кăнтаммине, хăйсене шанса панă ĕçе юратса пурнăçламаннине райцентрсенчи лавккасенче тăтăшах асăрхатпăр. "Меркурий" лавккаран вара пурте тулли кăмăлпа тухса каяççĕ.
Маловсен (тĕрĕсех пулать пулĕ ун пек каласан, çемье членĕсем пурте ăшталанаççĕ унта) лавкки умĕнче асфальт сарнă, çĕрле хунарсем çунаççĕ. Пылчăклă çанталăкра атă çумасăр кĕреймĕн унта, кунтах валашкапа шыв ларать, йĕри-тавра çỹп-çап кураймăн, шăлсах тăраççĕ.
Маловсен ырă опытне уйрăм лавкка тытакансен те, райпо лавккисен те ĕçе кĕртмеллех. Хальлĕхе вара чылай предпринимателĕн киоск-лавкки умĕнче пылчăк çăрăлать, çỹп-çап сапаланать...