Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Службăра та маттур

     "Салтака кайман ар çын - ар çын мар", - терĕ çурхи призыв вăхăтĕнче Чăваш телевиденийĕ Канашри сбор пунктĕнче ỹкернĕ передачăра ыран салтак атти тăхăнма хатĕрленекен пĕр çамрăк. Сенкер экранра курăннă, çакăн пек çирĕп хурав паракан çамрăк пирĕн районти Тỹскел ялĕнче çуралса çитĕннĕ Александр Мальцев пулчĕ. Ачаран активлă çитĕннĕ Саша шкулти нимле мероприятирен те юлман, спортпа туслашнă: кире пуканĕ йăтассипе, чупассипе сахал мар çитĕнỹ тунă. Савăнăçлисемпе тав- çăруллисен клубĕн активлă членĕ пулни те Сашăн анлă тавра курăмĕ çинчен калать.

     Тăван çĕршыв умĕнче таса тивĕçе пурнăçлама çул çитсен пĕр иккĕленсе тăмасăр Раççей çарĕн ретне тăнă Саша. Унччен маларах вара, вăхăта ахаль ирттериччен, районти çар комиссариачĕ урлă водителе вĕренсе тухнă. Ашшĕ-амăшĕ хирĕçлемен каччă шухăшне. "Пĕри те пĕри Тăван çĕршыва хỹтĕлессинчен пăрăнсан, кам службăра тăрĕ?" - килĕшнĕ вĕсем çак шухăшпа. Паян Александр Приморье крайĕнче Раççей çарĕн сывлăш çар вăйĕсен ретĕнче службăра тăрать. Салтак атти тăхăнни виçĕ уйăх çеç çитнĕ пулин те, каччă çар чаçĕнче хăйне лайăх енĕпе çеç кăтартни куç кĕрет. Çакна çак кунсенче Мальцевсем патне ывăлĕ тăракан çар чаçĕнчен килнĕ Тав çырăвĕ те çирĕплетет. "

     Хисеплĕ Николай Григорьевич тата Олимпиада Георгиевна! Тулли кăмăлтан эпир сире сирĕн ывăлăр Александр Николаевич Мальцев рядовой служба тапхăрĕнче хăйне дисциплинăна çирĕп пăхăнакан çар çынни пек кăтартнине пĕлтеретпĕр. Çар командованийĕ те, пĕрле службăра тăракансем те ăна хисеплеççĕ. Хĕç-пăшаллă вăйсен Уставĕн тата çар присягин требованийĕсене таса кăмăлпа, служба тивĕçĕсене тивĕçлипе пурнăçлать вăл.

     Çар чаçĕн командованийĕ сире Тăван çĕршывăн чăн-чăн хỹтĕлевçи çитĕнтернĕшĕн тав тăвать. Эпир сире çирĕп сывлăх, телей, мĕн пур ĕçре ăнăçу, çитĕнỹсем сунатпăр. Эсир хăвăр ывăлăрпа чăннипех те мухтанма пултаратăр", - çырнă çырура.

    Ашшĕ-амăшне ывăлĕ çинчен çакăн пек ырă сăмах каланинчен ытла урăх мĕн кирлĕ( Тус-тантăшĕсен вара Александр Мальцевран тĕслĕх илмелĕх пур. Çавнашкал хỹтĕлевçĕсене пула эпир пăрнăçра хамăра лăпкă туятпăр.



"Елчĕк Ен"
13 сентября 2005
00:00
Поделиться