Хавхалантару майĕсене палăртнă
Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче кăçал çĕр улмине 20 гектар çитĕнтернĕ. Ăна лайăх ĕçлесе хăварнă лаптăк çинче акнă, 2 хутчен минераллă удобренисемпе апатлантарнă, çум курăксене хирĕç кĕрешсе гербицид сапнă, ретсем хушшине вăхăтра кăпкалатса тăнă. Çак ĕçсене пурнăçланă чухне агротехника ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес енĕпе В.Соколов механизатор вăй-халне шеллемерĕ. Лайăх пăхнăран тухăç та аван. Халĕ çĕр улмие пухса илес ĕç пырать. Ю.Архилинпа С.Бобин механизаторсем копалкăсене тухăçлă ĕçлеттереççĕ.
"Иккĕмĕш çăкăра" кĕске вăхăтра пухса илесшĕн. Çавна май хуçалăх правленийĕ хавхалантару майĕсене те палăртрĕ. Çĕр улми пухакансене туса илнĕ продукцин 10 процентне хăйсене пама палăртнă. Çавăн пекех "иккĕмĕш çăкăра" 1 центнер пухсан 3,5 тенкĕ укçан та тỹлĕç.
Пурнăçланă ĕçшĕн хавхалантарни ял çыннисемшĕн пысăк пулăшу. Çавăнпа шкул ачисем те, колхозниксем те уй-хирте тăрăшаççĕ. Çĕр улми анинче ĕç вĕрет çеç.