Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕксем 5 ушкăнра ăмăртнă

     Авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкарти "Спартак" стадионта "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетсен эстафета ăмăртăвĕ пулса иртнĕ. Тĕп шкулсен ушкăнĕнче вăй виçнĕ Çуткỹл шкулĕ - 5-мĕш , Тăрăмсем - 8-мĕш вырăнсене тухнă. Вăтам шкулсен ушкăнĕнче 131 команда тупăшнă. Финиша Курнавăшсем - 14-мĕш, Елчĕксем - 27-мĕш, Çирĕклĕ Шăхальсем - 32-мĕш çитнĕ. Хăйсен ушкăнĕсенче вăй виçнĕ район администрацийĕн тата "Елчĕкри издательство çурчĕ" ПУП командисем ăнăçлăрах чупнă, 4-мĕш вырăна тухнă. Районта спорт ветеранĕсенчен йĕркеленĕ команда кăтартăвĕ вăтаммисен йышĕнче.



"Елчĕк Ен"
13 сентября 2005
00:00
Поделиться