Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕр улми кăларатпăр

     Иртнĕ кунсенче малтан палăртнă чухлĕ - 143 гектар кĕрхи культурăсем акса хăвартăмăр. Олег Павлов механизатор пĕччен çĕр хатĕрлеме те, кĕр тыррисене акма та ĕлкĕрчĕ. 3

     Кĕрхи суха ĕçĕсене пурнăçлама вара Владимир Карсаковпа Ильсур Сабитова шаннă. Вĕсем те хăйсен ĕçне яваплăха туйса пурнăçлаççĕ.

     Халĕ çĕр улми кăларатпăр. Унăн тухăçĕ аван. Ăна ăçта вырнаçтарасси пирки малтанах калаçса татăлнăччĕ, çавна май пĕрремĕш ушкăн "иккĕмĕш çăкăра" сутма та ĕлкĕртĕмĕр ĕнтĕ. Хуçалăха ялти шкулта вĕренекенсем пысăк пулăшу параççĕ



"Елчĕк Ен"
13 сентября 2005
00:00
Поделиться