Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ăнăçлă пырать

     "Комбайн" хуçалăхра тухăçлă ял хуçалăх продукцийĕсене туса илме хăнăхнă. Ăнăçлăха вĕсем кĕрхи çĕртмене вăхăтлă, пысăк пахалăхпа туса хăварнинче те кураççĕ. Халĕ кунти уй-хирте хĕрỹ ĕç вĕрет. Ю.Еремеев, О.Смирнов, Н.Романов, В.Николаев, Б.Соловьев, В.Абрамов тата ытти механизаторсем "хурçă утсем" çинчен çĕрĕн-кунĕн анмаççĕ. Вĕсем паянхи кун тĕлне 800 гектара яхăн лаптăк çинче кĕрхи çĕртме сухи туса хă- варнă.



"Елчĕк Ен"
13 сентября 2005
00:00
Поделиться