Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Яла илем кỹреççĕ

     Ялсенче предпринимательсен суту-илỹ точкисем юлашки вăхăтра нумай уçăлаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин, райадминистрацин строительство, архитектура, коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пайĕ çĕнĕрен уçăлакан магазинсен хуçисем умне çирĕп требованисем кăларса тăратаççĕ: çуртсем архитектура тĕлĕшĕнчен илемлĕ, ун умĕнче тамбур, асфальт сарса хытарнă площадка, тротуар, çĕрле çутă, çурт умĕнче чечексем пулмалла. Нумаях пулмасть уçăлнă Г.Изекеев (Шăмалак), В.Быков (Патреккел), В.Малов (Елчĕк) магазинĕсем çак требованисене тивĕçтереççĕ, яла илем кỹреççĕ.



"Елчĕк Ен"
06 сентября 2005
00:00
Поделиться