Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ăшă пулсан çурт хăтлă

     Сисмĕпĕр те, сивĕ хĕл çитĕ. Районти пурăнмалли коммуналлă çуртсене, социаллă объектсене ăшăпа тивĕçтересси мĕнле шайра пулĕ? Çакăн пирки район администрацийĕн капиталлă строительство, газ кĕртес, çул-йĕр тăвас тата коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пайăн ертỹçи И.Кузнецов каласа парать:

     - Чи малтанах палăртар: 2005-2006 çулсенчи хĕллехи тапхăрта коммуналлă çуртсемпе социаллă ытти объектсене ăшăпа туллин тивĕçтерме хатĕрленессипе район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин кăçалхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче ятарлă йышăну кăларчĕ. Унпа килĕшỹллĕн, хатĕрленỹ ĕçĕсене туса пыма, хак пама районти комисси йышне палăртнă, мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Çавăн пекех йышăнура пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă нумай отрасльлĕ производство предприятин, районти тĕп больницăн, район администрацийĕн управленийĕсемпе пайĕсен, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен хĕллехи тапхăра ăнăçлă ирттерессипе тивĕçĕсене те палăртнă. Йышăнăва пурнăçласа районта чылай ĕçсем туса ирттернĕ.
     Районта пурăнмалли коммуналлă 56 çурта, социаллă ытти объектсене ăшăпа 79 котельнăй тивĕçтерет, çав шутра районти тĕп больницăн - 5, пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăхăн муниципаллă нумай отрасльлĕ производство предприятийĕн - 13, вĕрентỹ управленийĕн - 32, культура пайĕн 29 котельнăйĕ. Тĕпрен илсен, вĕсене пурне те юсанă, профилактика ĕçĕсене пурнăçланă.
     Котельнăйсене хатĕрлес енĕпе вĕрентỹ управленийĕ ăнăçлă ĕçлерĕ - шкулсемпе ясли-садсене паян тесен паян ăшăпа тивĕçтерме хатĕр. Çĕр кăмрăкĕ хаклă пулнине шута илсе, кашнинех çут çанталăк газĕ çине куçарнă. Çавăн пекех котельнăйсене "кăвак çулăм" çине куçарассипе культура пайĕ, районти тĕп больница администрацийĕсем те малалла ĕçлеççĕ.
     Социаллă объектсене хутса ăшăтма пурĕ 135 тонна çĕр кăмрăкĕ кирлĕ. Хальхи вăхăтра 83 тоннине турттарса килнĕ. Ыттине илсе килессипе топливăпа тивĕçтерекен организацисемпе килĕшỹсем тăвасси малалла пырать.
     Объектсене ăшăпа тивĕçтерессипе мĕнле хатĕрленине палăртас шутпа ятарлă паспортсем хатĕрлеççĕ. Пурăнмалли нумай хваттерлĕ 31 çуртăн, 79 котельнăйăн вĕсем, тĕпрен илсен, хатĕр - хăш-пĕр тĕрĕслев органĕсемпе килĕшсе татăлни çеç кирлĕ. Çакна çывăх вăхăтрах вĕçлеме палăртнă.
     Ăшă çуртра ĕçлеме яланах кăмăллă, хăтлă. Çавăнпа социаллă сферăри кашни объекта ăшăпа туллин тивĕçтересси, шансах тăратăп, кăçал кирлĕ, çỹллĕ шайра пулĕ.


"Елчĕк Ен"
06 сентября 2005
00:00
Поделиться