Инкекрен сыхланса
Çурла уйăхĕн 22-31-мĕшĕсенче районта "Автобус" операци иртет. Ăна юлашки вăхăтра Раççей Федерацийĕнче автобуспа çỹрекен пассажирсем тĕрлĕ инкек-синкек курнине шута илсе йĕркеленĕ. Çул çинчи аварире вуншар çын вилет. Инкек-синкексем ан пулччăр тесе ГИБДД сотрудникĕсем тĕрлĕ маршрутпа çỹреççĕ, водительсем çул-йĕр правилисене епле пăхăннине тĕрĕслеççĕ, уйрăмах шкул автобусĕсемпе интересленеççĕ.
Районти хуçалăхсен йĕтемĕсем çинче халĕ - хĕрỹ тапхăр. Уй-хиртен аннă тырра алласа вăрлăха, фуражлăх хываççĕ, чĕрĕ тĕш тырра типĕтеççĕ. "Кушкă" ял хуçалăх производство кооперативĕнче те çурла уйăхĕн пуçламăшĕнчех йĕтем çинче ĕç шавĕ лăпланмасть. А.Блинова, Н.П.Пыркина, Г.Козлова, Н.Г.Пыркина, Е.Пыркина, И.Димитриева хиртен килнĕ тырра çийĕнчех алласа тасатаççĕ, типĕтеççĕ.
Г.Зайцевпа Г.Зайцева машинистсем тырă аллакан агрегатсене пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерме тăрăшаççĕ. Йĕтем заведующийĕ М.Самарина йĕтемри пĕтĕм ĕçе йĕркелесе пырать, Т.Рыбкина весовщица вара хиртен килнĕ тĕш тырра йышăнать.
"Коллектив çамрăк, килĕштерсе ĕçлетпĕр", - теççĕ вĕсем. Сăн ỹкерчĕкре: йĕтемре ĕçлекенсем каннă вăхăтра.