Вырмана вĕçленĕ - тав тăватпăр
Акционерсен "Прогресс" обществин Тỹскел бригадин бригадирне А.Н.Чернова, уй-хир ĕçченĕсене!
Умри йывăрлăхсене пăхмасăр 300 гектар лаптăк çинче çитĕннĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тăкаксăр пỹлмесене пухса кĕртме пултартăр. Çапла майпа сирĕн бригада районта пуринчен малтан вырма ĕçĕсене вĕçлерĕ. Çак ятпа сире ăшшăн саламлатпăр. Паянхи пуçарулăх, хавхаланулăх кĕрхи суха ĕçĕсене пурнăçланă çĕрте те ан иксĕлтĕр сирте. Ăнăçусем сунатпăр.
"Елчĕк Ен"