Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тулă пуссинче

     "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи комбайнерсем тулă пуссинче çанă тавăрса вăй хураççĕ. Тăватă "уй-хир карапĕн" ĕçченĕсем ăнса пулнă тулла пĕр çухатусăр пуçтарса кĕртес тесе ăнтăлаççĕ. М.Петров, В.Сергеев, Н.Сергеев, В.Кириллов комбайнерсем бригада меслечĕпе тăрăшаççĕ. Çĕр ĕçне чунтан парăннă çынсем вĕсем. Хальлĕхе 8974 центнер тулă çапса тĕшĕленĕ.

     А.Смирнов водитель комбайнсем патĕн-чен йĕтем çине тырă турттарать. Е.Сергеева бригадир пĕлсе ертсе пынипе йĕтем çинче ĕç ăнăçлă пырать.

     Хир майĕпен пушанать. Механизаторсем 300 гектар çинчи улăма пуçтарса хушăка хывнă.



"Елчĕк Ен"
23 августа 2005
00:00
Поделиться