Шыв хăрушă
Çу уйăхĕсем сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Пĕр вăхăт çумăр лỹшкерĕ, унтан шăрăх кунсем аптăратрĕç. Пăван-сăпса нумай пулнипе палăрчĕ-тĕр кăçалхи çулла. Ĕне выльăхсене çеç мар, çынсене та тарăхтарсах çитерчĕç.
Шăрăх кунсенче пĕве-кỹлĕ хĕррисем ача-пăчапа тулчĕç. Анчах инкек Елчĕксенчен пăрăнса иртмерĕ. Шывра виçĕ çын путса вилчĕ: пĕри 15-ри ача.
"Елчĕк Ен"