Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хуçалăха пулăшаççĕ

     "Родник" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ĕççине шкул ачисем те хаваспах хутшăнаççĕ. Уйрăмах йĕтем çинче тăрăшакансем маттур. Лена Григорьева, Оля Паспекова, Наташа Мышкова çăвĕпе хуçалăха пулăшрĕç, халĕ хĕрсех кĕлете тырă кĕртеççĕ. О.Никифорова кладовщица та хĕр ачасен ĕçĕпе питĕ кăмăллă.



"Елчĕк Ен"
23 августа 2005
00:00
Поделиться