Г.Чернов малта
Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи уй-хирте пилĕк "уй-хир карапĕ" ĕçлет. "Дона" Г.Чернов комбайнер тухăçлă, пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Хальлĕхе унăн экипажĕ 4710 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ. А.Питаков, П.Ласточкин, Ю.Волков комбайнерсем те тырă çапса тĕшĕлеççĕ, анчах вĕсен кăтартăвĕсем пĕчĕкрех-ха.
Н.Черновпа Н.Егоркин водительсем комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турт-тараççĕ. Вĕсен кăтартăвĕсем - 4499-2202 центнер. Йĕтем çинче вăй хуракансем (шкул ачисемпе пенсионерсем ытларах) тыр-пула кĕлете кĕртеççĕ, вăрлăха хываççĕ. Ыраша кăштах "Букет Чувашии" фирмăна сутнă.
Уй-хир ĕçченĕсем çанă тавăрса вăй хураççĕ: тухăçлă ĕçлекенсене хавхалантарма палăртнă. Çавăнпа та ĕçлес кăмăл пысăк вырмана хутшăнакансен.