Пурне те ĕлкĕретпĕр
Çанталăк условийĕсене пула кăçал вырма ĕçĕсене каярах пуçăнма тивнине пăхмасăр, уй-хирти ĕç-хĕл ăнса пырать. Çакă вара ял çыннисене тата пуçаруллăрах, тухăçлăрах ĕçлеме вăй-хăват хушса пырать. Чи малтан ырашпа сĕлле пỹлмесене пухса кĕртрĕмĕр. Ун хыççăн "уй-хир карапĕсен" хуçисем ушкăнпа урпа уйĕнче тимлерĕç. Халĕ вĕсем 226 гектар çинчи тулла çапса тĕшĕлеççĕ. Паянхи кун тĕлне ăна 50 гектар çинчен пухса кĕртнĕ. Тулă лаптăкĕ таса, çум курăксăр пулнăран ăна пĕтĕм лаптăкран тỹрремĕн çапса тĕшĕлеме пулнине курса тăратпăр. Çакăн пек йĕрке туни ĕçе хăвăртрах вĕçлеме, çунтармалли-сĕрмелли материалсене перекетлеме май парĕ. Çак вăхăт тĕлне хуçалăх пĕрчĕллĕ культурăсен 65 процентне пухса кĕртнĕ. Çак çитĕнĕве Анатолий Абрамовпа Владимир Абрамов, Михаил Ивановпа Владимир Квасов, Вячеслав Антоновпа Алексей Антонов комбайнерсем çывхартнă. Çак вăхăтчен чи нумай тĕш тырă çапса тĕшĕленисем - Анатолий Абрамовпа Владимир Абрамов. Валерий Семенов водитель вара уй-хирти тырра йĕтеме турттарать.
Владимир Крысов механизатор виçĕм кун ыраш акма тухрĕ. Кĕрхи культурăсене кăçал пурĕ 77 гектар çинче акса хăварма шутлатпăр.
Петр Емельянов, Николай Крысов, Владимир Кукурузов механизаторсем малтан кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕçре пысăк пуçарулăх кăтартрĕç, халĕ улăма хушкăсене хывнă çĕрте тимлеççĕ.