Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Хир карапĕсен" вăйă карти.

     Акционерсен "Прогресс" хупă пĕрлешĕвĕ Елчĕк районĕнче рынок саманин тĕрлĕ пăтăрмахне парăнман пĕртен-пĕр хуçалăх. "Пĕрлĕхре-вăй!" - тенине тĕпе хураççĕ вĕсем кулленхи ĕçĕнче.

     Çакă уйрăмах вырмара уçăмлăн палăрать. Эпир хăрỹ ĕççи вăхăтĕнче пĕрлешĕвĕн пĕрремĕш комплекслă бригадинче пулса куртăмăр. Петр Васильевич Кудрявцев бригадирпа бригада агрономĕ Владимир Михайлович Мясников ертсе пынипе Патреккелсем вăл кун ыраш пухса çапатчĕç. Уйра пĕр харăсах 7 комбайн ĕçлет - икĕ "Дон", икĕ "Енисей", виçĕ "Нива". "Хир карапĕсем" хăне евĕр вăйă картине тухнăт ейĕн. Кун пеккине хальхи вăхăтра сайра тĕл пулатăн.

     Асăннă бригадăра кăçал пĕрчĕллĕ культурăсене пурĕ 900 ытла гектар çинчен пухса кĕртмелле. Чи кирли - ăна вăхăтра пухса кĕртесси.



"Хыпар"
19 августа 2005
00:00
Поделиться