Çул çỹреме çăмăлланнă
Юлашки вăхăтра Елчĕк-Канаш автоçул хĕррине вырнаçнă ялсенче пурăнакансене район центрне килсе каясси питĕ чăрмавлăччĕ. Канаша, Шупашкара çỹрекенсен йышĕ чакнă тесе республикăри автотранспорт предприятийĕсен ертỹçисем хуласене çỹрекен пысăк автобуссене микроавтобуссемпе улăштарса пĕтерчĕç. Вĕсем вара çывăхри ялсене çỹрекенсене илмеççĕ, инçе çула тухакансемпе тулса каяççĕ. Çавăнпа Çирĕклĕ Шăхаль, Мучар, Кỹлпуç, Хăвăлçырма, аслă çулăн икĕ енĕпе вырнаçнă ытти ялсенче пурăнакансем Елчĕкрен килĕсене кайма транспорт сахал мар кĕтсе ларнă. Малашне çакă хыçа юлчĕ пулас.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.П.Миллин тата Канашри пассажирсене илсе çỹрекен автотранспорт предприятийĕн директорĕ Р.А.Мясников килĕшсе татăлнă хыççăн çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнчен вара Елчĕк-Элпуç тата Елчĕк-Аслă Елчĕк маршручĕсемпе ятарлă автобус çỹреме пуçланă.
Елчĕкрен Элпуçне автобус ирхине 6 сехет те 20 минутра, 9 сехет те 45 минутра, 12 сехет те 5 минутра, 14 сехет те 10 минутра, 17 сехет те 20 минутра çула тухать. Елчĕкрен тухнă автобус Элпуçне 25-30 минутра çитет те каялла Елчĕке çаврăнать. Елчĕкрен Аслă Елчĕкне автобус виçĕ рейс тăвать: район центрĕнчен 7 сехет те 20 минутра, 11 сехет те 20 минутра тата 15 сехет те 30 минутра тухать.
Автобус маршручĕсене уçакансем пассажирсенчен çакна çеç ыйтаççĕ: çула тухас умĕн кассăран, çул çинче водительтен билет илме манмалла мар. Тупăшсăр ĕçлекен автобус маршручĕсене тытса тăмаççĕ.