Ĕç вĕçленсе пырать
Кĕрхи тырра кĕл çине ак тенине асра тытса, иртнĕ кунсенчи типĕ çанталăкпа усă курса, малтан планпа çирĕплетнĕ чухлĕ, 80 гектар çинче ыраш акса хăвартăмăр. Çак ĕçе тума хуçалăхри чи опытлă механизаторсенчен пĕрне Юрий Ермакова шантăмăр. Николай Романов тĕп агроном Юрий Ермаков ĕçне пысăк хак парать. "Кĕр тыррисене лайăх ĕçлесе хатĕрленĕ çĕр çине кĕске вăхăтра, пысăк пахалăхпа акса хăварни - чи кирли. Эпир çак тĕп ыйтăва туллин пурнăçлама пултартăмăр", - тет вăл.
Шăмат кунпа вырсарни кун юлашки гектарсем çинчи тĕш тырра пухса кĕртетпĕр. Çумăр çуса чăрмантармасан эрне пуçламăшне вырма вĕçленмелле. Уй-хирти ĕç чăрмавсăр, кал-кал пынин пĕртен-пĕр вăрттăнлăхĕ, пирĕн шутпа, вырмана хутшăнакан ял хуçалăх техникине малтанах тĕплĕн юсаса хатĕрленинче, çунтармалли-сĕрмелли материалсене çителĕклĕ таран саппасланинче, механизаторсем çителĕклĕ пулнинче. Çум курăксене хирĕç кĕрешсе тĕш тырă культурисен пĕтĕм лаптăкне наркăмăшлă им-çам сапни те вăхăта нумай выляса илме пулăшать. Ку чухне тĕш тырă культурисен пысăк пайне малтан вырса пăрахмасăр, тỹрремĕн çапса тĕшĕлеме май килчĕ. Валерий Лисов, Алексей Герасимов, Виталий Долгов комбайнерсем хăйсене шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Улăма çийĕнчех хушăксене пухса кĕртетпĕр. Вĕçе-вĕçĕнех пушаннă лаптăксенче кĕрхи çĕртме тăваççĕ. Леонид Ильинпа Олег Печков çак вăхăт тĕлне 100 гектар çинче кĕрхи суха ĕçĕсене пурнăçланă.