Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Уяв ячĕпе

     Паян - Физкультурник кунĕ. Ăна пĕтĕм çĕршывĕпех çурла уйăхĕн 2-мĕш шăмат кунĕнче паллă тăваççĕ. Елчĕк район халăхĕ физкультурăпа, спортпа туслă. Нумайăшĕ унпа кăмăлтан, вăй-халне шеллемесĕр тăрăшнипе, физкультурăпа, спортпа лайăх результатсем кăтартаççĕ.

     Спорта юратакансемшĕн пурлăх базине те çĕнетсе пыма тăрăшатпăр. Акă, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ çĕнĕ çурта куçрĕ. Район центрĕнче ипподром ĕçлет, кăçал спорт комплексне туса хута ятăмăр, хоккей площадки тума пуçланă. Кăçал спорт шкулĕ валли 100 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ тренажерсем туяннă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çуртĕнчи спортзала тĕпрен юсанă. Çаксем пурте - спорта аталантарас тĕлĕшпе пурнăçланă сулмак виçеллĕ ĕçсем.

     Сире Физкультурниксен уявĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлатăп! Çирĕп сывлăх, телей те юрату, ĕçре, спортра татах та пысăкрах ỹсĕмсем тума ăнăçу сунатăп!



"Елчĕк Ен"
12 августа 2005
00:00
Поделиться