Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Трактор" операци-уйăхлăх. Çавах кăлтăксем пур.

     "Трактор" операци-уйăхлăх пуçланнăранпа икĕ эрне иртрĕ. Çак тапхăрта ятарлă комисси районти тĕрлĕ хуçалăхсенче пулчĕ, вĕсенчи ĕç-хĕлпе паллашрĕ.

     Вырма кунсеренех вăй илсе пырать пулин те, уй-хире тухакан техника - комбайнсемпе тракторсем çинче çав-çавах тĕрлĕ кăлтăксене асăрхама тивет.

     Чи малтанах, патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман техникăна ĕçе явăçтарма юрамасть. Шел, çак ыйтăва хуçалăхсенче хаклани туйăнмасть. "Знамя", К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхсенче техосмотршăн тỹлемен пирки талон-допуск илеймеççĕ. Вĕсенчех тата "Искра", "Аранчеево", "Труд", "Дружба", "Восход", "Кушелга" хуçалăхсенче урапаллă тракторсемпе прицепсене страхлама та май тупаймаççĕ. Мĕн шутлаççĕ-ши вĕсен ертỹçисемпе специалисчĕсем? Кĕсйисем ытла хулăн-ши?

     Çав-çавах патшалăх регистраци номерне илмен техникăна уй-хире, çул çине кăларни те хумхантарать. Акă, "Аранчеево" хуçалăхра МТЗ-80 трактора, тракторăн 3 прицепне регистрацилемен. Çакăн пек тĕслĕхсем "Кушелга", "Арланово" хуçалăхсенче те тĕл пулчĕ. Уйрăм çынсем те вĕсенчен "юласшăн" мар пулас. Аслă Таяпа тăрăхĕнчи В.Медведев хăйĕн комбайнне, Ю.Еремеев ЮМЗ йышши тракторне халĕ те регистрацилемен. Вĕсене административлă майпа явап тыттарма тиврĕ.

     Тĕш тырă çапса илнĕ вăхăтра, уйрăмах шăрăх çанталăкра пушар тухас, ытти хăрушлăх пысăк. Анчах та хăш-пĕр çĕрте йĕркене пăхăнни туйăнмасть. Комбайнсене мед-аптечкăсемпе, пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе тивĕçтермеççĕ, çаврăнакан узелсемпе агрегатсене хỹтĕлев питкĕçĕпе хупламаççĕ. Çавăн пекех техника ĕçлекен вырăнта пушар сỹнтерекен машинăсене те кураймăн - "Прогресс" хуçалăхра çеç комбайнсене вут-çулăмран сыхлассине йĕркеленĕ. Ытти хуçалăхсен хаклă техника туянма укçа-тенкĕ пĕлĕтренех тăкăнса тăрать-ши?

     Вăхăчĕ халĕ хĕсĕк. Уяр çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курмалла, пĕр-пĕрне пулăшассине йĕркелемелле. Çапах та çакă техника, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăсмаллине пĕлтермест. Кайран "чавса çывăх та - çыртма çук" тенĕ евĕр ан пултăр.



"Елчĕк Ен"
12 августа 2005
00:00
Поделиться