Пĕлсе апатлансан çеç...
Тĕрĕс апатланни - сывлăх, вăй-хал, хитрелĕх палли. Анчах та чылайăшĕ çакна шута илмест. Апат-çимĕç этеме вăй-хал панисĕр пуçне организма йĕркере тытма пулăшать. Белок, çу, углевод, минераллă веществосем тата витаминсем - организмшăн чи кирлисем. Тĕрĕс мар апатланни, организмра вăл е ку апат веществи çитменни е виçерен ытлашши пулни çынра тĕрлĕ йышши чир-чĕр çуратать, рак, чĕре, юн, эндокрин чирĕ-сем аталанаççĕ, веществосен ылмашăвĕ пăсăлать. Палăртнă тăрăх, выльăх çăвĕн виçине чакарса пахча-çимĕç ытларах çини чĕре тата рак чирĕсемпе чирлес хăрушлăха чакарать. Енчен те организма витаминсем çитмесен, веществосен ылмашăвĕ пăсăлнăран унăн чирпе кĕрешеслĕхĕ чакать. Организма тимĕр çитменни анеми чирне аталантарать. Çак чирпе ачасем те час-часах чирлеççĕ, ăс-тăн тата сывлăх енчен çирĕп аталанаймаççĕ, щит евĕрлĕ пар чирĕсем пуçланаççĕ, çỹллĕшне ỹсессипе те ыттисенчен юлса пыраççĕ е вуçех те ỹсеймеççĕ.
Организмра йод çитмесен этем тăтăшах ывăнать, ялан çывăрас килнине, час-часах манса кайнине, шăртланса-тарăхса кайнине туять, куçсем те япăх курма пуçлаççĕ тата ытти те. Йод çителĕксĕрри шкул çулне çитеймен ачасемшĕн, çула çитмен çамрăксемшĕн, йывăр çынсемпе ача ĕмĕртекен амăшĕсемшĕн уйрăмах хăрушă. Районти сывлăха сыхлакан учрежденисен кăтартăвĕсем тăрăх çакна калама пулать. 2004 çулта юлашки виçĕ çула тишкернĕ хыççăн çакă паллă пулнă: районта пар шыççипе чирлекенсем 1000 çын пуçне 88,5 çын шутланать. Чăваш Республикин кăтартăвĕсемпе танлаштарсан, çакă 2,5 хут нумайрах. Паллă, çак чир организмра йод çитменрен аталанать. 14 çула çитмен 1000 ача пуçне çак чирпе аптракансем 151,72 ача (Чăваш Республикин кăтартăвĕсенчен 2,9 хут нумайрах), çула çитмен çамрăксен хушшинче 185,02 çын (Чăваш Республикин кăтартăвĕсенчен 2 хут нумайрах). Паллă, Чăваш Енри тăпрара тата шывра йод элеменчĕ çителĕксĕр. Çавна май апат-çимĕç продукчĕсенче те сахал вăл. Пар шыççипе чирлес мар тесен, мĕн тумалла-ха? Чăн малтанах çут çанталăкра çитĕнекен, витаминсемпе пуян, экологи тĕлĕшĕнчен таса продуктсемпе çеç апатланма тăрăшмалла. Хăш та пĕр кулинари предприятийĕсенче туса хатĕрленĕ тĕрлĕ апат-çимĕç продукчĕсенче витаминсем çителĕксĕр е вуçех те çук. С, Е, В ушкăнри витаминсемпе (пахча-çимĕç, улма-çырла) апатланмалла, выльăх çăвĕн виçине чакарса ăна ỹсен-тăран çăвĕ-пе улăштармалла. Рационра сахăр, сысна ашĕ, тĕтĕмленĕ тата ăшаланă, тăварланă, консервланă продуктсем, сĕтпе çу, çăмарта янă чустаран хатĕрленĕ çимĕçсен виçине чакармалла. Лавккасенче сутăнакан çăратнă сĕт, "Кола" йышши тĕрлĕ напитоксем, мороженăй, искусственнăй пыл организма витаминсемпе пуянлатма пулăшмаççĕ.
Хальхи вăхăтра республикăри чылай предприяти йодпа, витаминсемпе пуянлатса хатĕрленĕ çăкăр-булка, макарон, сĕт, сĕтрен йỹçĕтсе хатĕрленĕ продукт-сем кăларать.
Енчен те йод çитменнипе, пар шыççипе аптрасан уйрăмах паллă препаратпа усă курмалла: "Йодомарин 200" (çитĕннисене), "Йодомарин 100" (ачасене).
Пĕлсе, макро- тата микроэлементсенчен пуян çимĕçпе апатлансан маларах асăннă чирсемпе чирлес хăрушлăх чакĕ, сывлăх упранĕ, ĕçлес туртăм вăйланĕ, ĕмĕр вăрăмланĕ.