Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕр аки те çитрĕ

     Кĕрхи культурăсен тухăçĕ çурхисенчен ытларах пулнине пĕлетпĕр. Кĕр тыррисем маларах пиçсе çитнине кура вырмана иртерех пуçăнма май парать. Унсăр пуçне, çуркуннехи ĕç калăпăшĕ чакать. Кĕрхи тулă е ыраш пулнă хыççăнхи лаптăксенче пропашнăй культурăсене акса хăварма аван. Вăхăтлă, пысăк пахалăхпа сухаласа хăварнă анасенче çум курăк та ытлашши вăйлă алхасаймасть. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсенче ыраша 1866 гектар, кĕрхи тулла 503 гектар çинче акса çитĕнтернĕ. Чи малтан вĕсене вырма, çапса тĕшĕлеме пикеннĕ. Çак вăхăтченхи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ май, "Прогресс", "Нива", "Свобода" хуçалăхсенче 1 гектартан тухакан вăтам тухăç чи пысăкки - вăл 22-21 центнерпа танлашнине çирĕплететпĕр. Пытармалли çук, кĕрхи культурăсем хĕл сиввисене тỹсеймесĕр районĕпе чылай лаптăкра пĕтнĕ. "Яманчуринский" хуçалăхра çеç вĕсем сиенленмесĕр тăрса юлнă. Мĕншĕн çапла? Ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ ку ыйту çине пĕртен-пĕр хурав çеç пама пултарать: "Çĕре технологие пăхăнса хатĕрлемелле - БДТ-7, КПИ агрегатсемпе усă курса лаптăксене тарăн мар, çиелтен кăпкалатмалла, паллах, кĕрхи культурăсене акассин вăхăтне те çирĕп пăхăнмалла", - тет О.Карсаков.

     Планпа килĕшỹллĕн, кăçал кĕр тыррисене районĕпе 4029 гектар çинче акса хăвармалла. Ĕçе пурнăçлама ура хуракан сăлтавсем - çунтармалли-сĕрмелли материалсем, техника, ĕç алли çитменнине пула çĕр хатĕрлес ĕç кирлĕ пек пулса пымасть. Хальлĕхе технологие пăхăнса ĕçлесе хатĕрленĕ çĕр 2500 гектар çеç. Тĕрĕссипе, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнчен вара кĕр акине тухма вăхăт.

     "Колос", К.Маркс ячĕллĕ, "Прогресс", "Заря" хуçалăхсенче палăртнă чухлĕ лаптăксене иртнĕ кунсенчех технологие лайăх пăхăнса ĕçлесе хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ пулсан, "Дружба", "Кушелга", "Надежда" хуçалăхсенче кĕрхи культурăсем валли пĕр пусăм çĕр те хатĕрлемен.

     Кĕр аки умĕнхи тепĕр ыйту - вăрлăхпа тивĕçтересси те çивĕч тăрать. Куçса çỹрекен фонд "Прогресс", "Кушкă", "Свобода" хуçалăхсенче çеç, вăл та çителĕклĕ мар. Ытти хуçалăхсен кĕр акине ирĕксĕрех çĕнĕ тухăçран илнĕ вăрлăхпа ирттерме тивет.

     Вулакансем çакăн çинчен пĕлни те пăсăклă пулмĕ. Ульяновск облаçĕнче кĕрхи урпа туса илессин çĕнĕ технологине ĕçе кĕртни виççĕмĕш çул. Пирĕн районти хуçалăхсенчи агрономсем те кунти ĕç опычĕпе паллашма ĕлкĕрнĕ. Кĕрхи урпан "Волжанка-1" çĕнĕ сорчĕ, кĕрхи тулăпа танлаштарсан, 7-8 кун маларах пиçсе çитет, лайăх хĕл каçать, тухăçĕ 10-15 процент ытларах пулнине çирĕплетеççĕ. Ăна туянас шухăшлă хуçалăхсем районта пур. Анчах кашнийĕ тытса туянаймĕ те. Мĕншĕн тесен оригиналлă вăрлăхăн 1 килограмĕ 200 тенкĕ тăрать.



"Елчĕк Ен"
12 августа 2005
00:00
Поделиться