Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ялта ĕç шавĕ лăпланмасть

     Хуçалăхсем хĕле мĕнле кĕтсе илме хатĕрленнипе кăсăкланса "Труд" хуçалăха çитсе куртăм.

     Кăнтăрлахи апат вăхăтне çитнипе парк таврашĕпе паллашрăм. Кунти тирпей чуна савăнтарать. Юсавсăр техникăна кирлĕ вырăна пуçтарса хунă, вырмана тухакан виçĕ комбайн паян тесен паян уя тухма хатĕр. Тăваттăмĕшĕ кĕçех юсавран тухать. 650 гектар çинче çитĕннĕ тыр-пула пуçтарса кĕртме уй карапĕсем хатĕр пулсан та, унпа ĕçлекен кадрсем сахалрах. Вĕсене кỹршĕ ялсенчен тупасса шантарать "Труд" хуçалăх ертỹçи Валерий Германов.

     Парк таврашĕнчех йывăçсен сулхăнĕнче колхоз ĕçченĕ- сем апатланни курăнать. Кунта столовăй вырнаçнă иккен. Людмила Павлова, Оксана Яблонская тата Ольга Александрова яланах тутлă апатпа сăйлаççĕ. Кăнтăрлахи тăхтав хыççăн каллех кĕрле пуçларĕ Тĕмер ялĕ. Пĕрисем утă турттараççĕ. Ял халăхĕ чылайăн пуçтарăннă унта. Паянхи куна 1700 центнер утă типĕтсе кĕртнĕ. Сенаж хатĕрлес ĕç те аван пырать. Ĕçлекенсем хăйсене шанса панă ĕçе тĕплĕ туса пыма тăрăшаççĕ. "Труд" хуçалăхра сенажа тутлăлантарма ятарлă шĕвек те сапаççĕ.

     Курăк вырнă çĕрте Г.Александровпа Ю.Уткин тăрăшаççĕ. Ферма выльăххисем валли К.Марков "КИР-1,5" агрегатпа симĕс курăк тураса турттарать.

     "Труд" хуçалăх агрономĕ Алексей Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 7 гектар хĕрлĕ кăшман, 3 гектар кишĕр, 20 гектар выльăх кăшманĕ акса ỹстернĕ. Ял халăхĕ пайсем илсе хире çум курăкран тасатнă. Вĕсене те, утта тухакансем пекех, процентпа утă валеçнĕ. "Труд" хуçалăх йĕтем ĕçне те хатĕрленет. Л.Карсакова кладовщица пĕлтернĕ тăрăх, тырă кĕлечĕсене пурне те çуса тасатнă.

     Хăш-пĕр хуçалăхсемпе танлаштарсан, "Трудра" ĕç укçине вăхăтра парса пыма тăрăшаççĕ. Паянхи куна хуçалăхăн патшалăх умĕнче парăм çук. Çакă та савăнтарать ĕçлекенсене, малалла ỹсĕмсем тума пулăшать.



"Елчĕк Ен"
05 августа 2005
00:00
Поделиться