Тăван ял уявĕ
Тăван ялăм! Юратнă тăван ялăм! Юр кайсан ем-ешĕл курăкпа витĕ- нетĕн, çулла шап-шурă чечекпе тĕрленетĕн. Кĕркунне улма-çырла шăршипе тулатăн, юратнă тăван ялăм.
Хамăр çуралса ỹснĕ, ураланса çын пулнă вырăн пире яланах çывăх. Пирĕн ял - Петровка. Ялĕ пĕчĕк пулин те, пирĕншĕн унран хаклă кĕтес çук. Елчĕкрен аякра вырнаçнă пулсан та, культура ĕçченĕсем пире манмаççĕ, час-часах хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ. Утă уйăхĕнче вĕсем "Пĕчĕк ял уявĕ" ирттерчĕç. Ялти хисеплĕ ватăсене тĕрлĕрен савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç Кĕçĕн Патреккелĕнчи, Кĕçĕн Таяпари тата Елчĕкри культура ĕçченĕсем. Пĕтĕм чун-чĕререн хĕпĕртерĕмĕр пире çакăн пек хисеп тунăшăн.
Тĕрлĕрен вăйăсем ирттерчĕç, çĕнтерỹçĕсене парнесемпе хавхалантарчĕç. Çак уяв хыççăн тата та нумай пурăнас килсе кайрĕ, чун-чĕре суранĕсем те иртсе кайрĕç.