Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кỹршĕсем патĕнче те

     Юрă-ташă кăмăла çемçетет, чуна савăнтарать, йывăр ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн канма пулăшать.

     Юрă кĕввисене илтсен 81-рери ват çын та 18-ти пек хăйне туять. Ун пек чухне ташлас килсех тăрать.

     Халĕ кашни ялтах культура çурчĕ пур. Каçсерен кунта çамрăксем пухăнаççĕ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ кĕвĕпе ташлаççĕ, савăнаççĕ. Анчах ялан пĕр япала та йăлăхтарать. Çавăнпа та Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи культура çуртĕнче ĕçлекенсем тата ялти хăш-пĕр çамрăк пухăнса концерт программи хатĕрлерĕç. Хăйсен пултарулăхне Çирĕклĕ Шăхаль, Тĕмер, Курнавăш, Çĕнĕ Пăва ялĕсенче кăтартма та ĕлкĕрчĕç вĕсем. Çитес кунсенче ытти ялсене те çитсе курма хатĕрленеççĕ. Концерт программине Галина Чернова ертсе пырать. Ольга Муравьева, Людмила Егорова, Александра Иванова, Альбина Михайлова, Сергей Краснов, Полина Евстафьева, Ольга Карчикова, Анжела Родионова, Ирина Максимова, Маргарита тата Ольга Ляленкосем, Наташа Архипова куракансене тĕрлĕ юрă-ташă парнелеççĕ.



"Елчĕк Ен"
05 августа 2005
00:00
Поделиться