Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инкексĕр ирттересчĕ

     Район уй-хирĕсенче вырма ĕçĕсем кунран-кун вăй илсе пыраççĕ. Нумай хуçалăхра ыраш выраççĕ тата утă-сенаж хатĕрлеççĕ. Çак вăхăтра инкексем ан пулччăр тесен комбайнсене тата ытти техникăна кирлĕ пек хатĕрлемелле тата хăрушсăрлăх техникин йĕркисене пăхăнса ĕçлемелле. Комбайнпа ĕçлеме инструктаж илнĕ тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă 18 çултан çамрăк мар, техника çỹретме ирĕк паракан удостоверени пур çынсене çеç çирĕплетмелле.

     Улăм купаланă çĕре те 18 çул тултарнă, медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă сывă çынсене анчах явăçтармалла. Пурне те ятарлă ĕç тумтирĕсемпе, куçлăхсемпе тата тĕрлĕрен сыхланмалли хатĕрсемпе тивĕçтермелле. Улăм хушăкĕсем çинчен çынсене антарма стогометательсемпе усă курма юрамасть.

     Комбайнсем юсавлă пулмалла, вĕсене пурне те патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Пушартан сыхланма кашни комбайн çинче 2 огнетушитель, тимĕр тата йывăç кĕреçесем, шăпăр, хăйăр, флягăпа шыв, 2х2 метр пысăкăш брезент е кĕççе пулмалла, медицина аптечкисемпе тивĕçтермелле, ремень, цепь тата шестерня передачисене кожухсемпе хупламалла. Комбайнсене юсанă вăхăтра вĕсен двигателĕсене чарса хумалла.

     Кашни хуçалăхрах транспортсене çỹреме маршрут хучĕ туса хатĕрлемелле.

     Йĕтемсем çинчи КЗС е ЗАВ йышши комплекссене тата ытти тĕрлĕ сортировкăсене ĕçлеттерме те çăмăл мар, çавна май механизмсене лайăх ăнланакан, пĕлекен çынсене анчах ĕçе шанса памалла. Пĕтĕм çаврăнакан пайсене кожухсемпе хупламалла, тырă тасатакан сортировкăсене заземлени тумалла, кабельсем юсавлă пулмалла.

      Комбайнсем патĕнчен тырă турттаракан автомашинăсемпе ĕçленĕ чухне те ĕç сыхлав йĕркисене çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Тырра комбайнран пушатнă вăхăтра автомашина кузовĕнче çынсем пулмалла мар.

     Çынсене хире леçме, кайса илме кашни хуçалăхрах ятарлă транспорт, водителĕн виçĕ çултан кая мар ĕç стажĕ пулмалла.

     Хуçалăхсенчи йĕтемсенче тата ытти объектсенче шывпа тултарнă цистернăсене, пушарпа кĕрешмелли хатĕрсене, гидрантсене, крансене юсавлă тытмалла. Кашни участокрах телефонсем юсавлă пулмалла, хуралçăсене çирĕплетмелле, вĕсене кирлĕ пек инструктаж памалла.

     Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районта производствăра инкексем пулман, пĕлтĕр вара 3 инкек пулнă. Ĕç сыхлав мероприятийĕсене тума кăçал 1113,5 пин тенкĕ укçа-тенкĕ расхутланă. Вăл ĕçлекен пĕр çын пуçне 197,8 тенкĕ укçа лекет, пĕлтĕр 182 тенкĕ пулнă.

     Кăçал ĕç сыхлавĕ енĕпе районта 128 çынна вĕрентнĕ, "Знамя", "Надежда", "Кушелга", "Восход" хуçалăхсенче ĕçлекенсене ку енĕпе вĕрентесси кирлĕ шайра пулса пыман. Асăннă хуçалăхсенчех ĕç сыхлавĕн ĕçĕсене йĕркелесе ертсе пырассине никам çине çирĕплетмен. Çак уйăхра нумай хуçалăхсене ĕç сыхлавĕн ĕçĕсене мĕнле туса пынине тĕрĕслеме патшалăх ĕç инспекцийĕн инспекторĕсем килнĕ. Çавăнпа та кашни хуçалăхрах ĕç сыхлавĕн докуменчĕсене, инструкцисене кирлĕ пек туса хатĕрлесчĕ.

     Ĕç вырăнĕсене ĕç сыхлавĕ енĕпе аттестаци тăвасси те хальлĕхе районта кирлĕ шайра пулса пымасть. Професси чирĕпе чирлекенсен хисепĕ районта 146 çынна çитрĕ. Чирлекенсен шутĕнче ытларах водительсемпе трактористсем тата ферма ĕçченĕсем. Кăçалхи çур çулта чирлекенсен шутне 4 çын, пĕлтĕр 2 çын хутшăннă.

     Ĕçри дисциплинăна, ĕç сыхлавĕн йĕркисене тата пушара хирĕç кĕрешмелли йĕркесене çирĕп пăхăнса ĕçлесен çеç вырма ĕçĕсене инкек-синкексĕр тата пушарсăр ирттерсе яма пултаратпăр.



"Елчĕк Ен"
05 августа 2005
00:00
Поделиться