Тăрăшулăх куç умĕнче
Выльăхсен умĕнче апат ытлă-çитлĕ пулсан продуктивлăх ỹсет. "Труд" хуçалăхра паянхи кун кашни ĕнерен 14 килограмм сĕт туса илеççĕ. Рациона пĕлсе йĕркелени пысăк вырăн йышăнать.
Чи нумай сĕт туса илекен дояркăсен шутне Валентина Козлова, Надежда Семенова, Александра Михайлова, Людмила Григорьева кĕреççĕ. Фермăсене хĕле хатĕрлес ĕç те хĕрỹ пырать кунта. Кашни витенех дезинфекци тăваççĕ, шуратаççĕ. Çав вăхăтрах юсав ĕçĕсене те пурнăçлаççĕ.
"Елчĕк Ен"