Шухăшсене палăртар, сĕнỹсем парар
Вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин саккунĕсемпе килĕшỹллĕн кăçалхи чỹк (ноябрь) уйăхĕн 1-мĕшĕччен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртмелле. Районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем суйлав кунне палăртрĕç. Кăçалхи юпа (октябрь) уйăхĕн 16-мĕшĕнче суйлавçăсем район тата ялти пурăнакан вырăнсен пуçлăхĕсене, район тата ялти пурăнакан вырăнсен депутачĕсене суйлĕç. Çĕнĕрен йĕркеленекен муниципалитет органĕсен пурин те Уставсем пулмалла.
Саккунсем çав Уставсен проекчĕсемпе халăха анлăн паллаштарас тĕллевпе вĕсене хаçатра пичетлесе кăларма ыйтаççĕ.
Вулакансем Уставсен проекчĕсем пирки хăйсен шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене район администрацине çырса е 2-13-81, 2-14-03, 2-13-15 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме пултараççĕ.