Хĕллене - выльăх апачĕ
Хĕвеллĕ те ăшă кунсемпе туллин усă курма тăрăшать çĕр ĕçченĕ. Хуçалăхсем нумай тата пĕр çул ỹсекен курăксене çулса хĕллене валли паха апат хатĕрлеççĕ.
"Свобода" хуçалăхри уй-хирте те машина-трактор, комбайн кĕрленĕ сас шăпланмасть. Паянхи кун тĕлне кунта нумай çул ỹсекен курăкран 170 тонна утă хатĕрленĕ. Халĕ вара пĕр çул ỹсекен курăкран утă хатĕрлессипе тимлеççĕ. Çавăн пекех хуçалăхра 570 тонна силос, 770 тонна сенаж хатĕрленĕ. Уйрăмах тăрăшуллă пулнăшăн утă çулакан Юрий Львовпа Алексей Шуйков комбайнерсене, силоса траншейăна хывакан Владимир Черновпа Василий Ермаков механизаторсене, Венедикт Денисов водителе, Андрей Тарасовпа Леонид Усанов трактористсене тата ыттисене те ырăпа асăнса хăвармалла.