Ял çыннине тивĕçлĕ, тухăçлă ĕç
Хавхаланса ĕçлемелĕх пур
Пытармалли çук, ку чухне ял çыннине яланлăх, килĕшекен ĕç вырăнĕ тупма пĕрре те çăмăл мар. Куратпăр ĕнтĕ, нумайăшĕ, ытларах ар çынсем, çемйисене тăрантас тесе ют çĕре ĕçлеме туха-туха каяççĕ. Çакă вăхăтлăх анчах, яланлăх, шанчăклă ĕç вырăнĕ те мар. Лару-тăру мĕншĕн çакăн пек килсе тухнине, тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупасси мĕншĕн çулран-çул йывăрланса пынине пурте ăнланатпăр ĕнтĕ. Иртнĕ ырă вăхăтсенче тулли хăватпа ĕçленĕ районти миçе предприяти халĕ аран-аран тытăнса тăрать!!( Пĕр сăмахпа, вĕсем рынокра хăйсен çул-йĕрне шыраса тупаймарĕç. Çак пысăк предприятисенче ĕçленĕ вуншар çын паян ютра ĕç шырать. "Яманчỹрелти сельхозхими" патшалăх унитарлă предприяти вара, арăш-пирĕш саманан йывăрлăхĕсене тỹсĕмлĕн чăтса ирттернĕскер, хăйĕн ĕçлекенĕсене çак çулсем тăршшĕпех тухăçлă ĕçпе, тивĕçлĕ ĕç укçипе тивĕçтерет. 70 çынна пĕрлештерсе тăракан коллективра яланах çынсене тивĕçтермелли ĕç пулни, паллах, предприяти ертỹçисен çаврăнăçулăхĕнчен те нумай килет. Коллектива вара пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ Герман Петров ертсе пырать. Карьерта извеç, вак чул кăларас ĕçе тухăçлă йĕркелеме предприятире хăватлă техника çителĕклĕ. Рабочисен вара ĕçлеме ỹркенсе тăма сăлтав çук. Мĕншĕн тесен вĕсене кунта тивĕçлипе тỹлеççĕ. Пĕр çыннăн июнь №çĕртме№ уйăхĕнче вăтам ĕç укçи 5800 тенкĕрен кая мар ларнă. Çирĕплетнĕ графикпа килĕшỹллĕн шалăва кашни уйăхра вăхăтлă тỹлесе тăни тата тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.