Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вырма каçалăкĕ уçăлчĕ

          Кăçалхи вырма каçалăкне пуçласа "Колос", "Рассвет", "Яманчуринский", "Прогресс" хуçалăхсем уçрĕç. Асăннă хуçалăхсенче пурĕ 12 комбайн ĕнер ыраш вырма тухрĕç. Пĕрремĕш паккуссене вырма чи шанчăклă комбайнерсене _ "Рассвет" хуçалăхра Михаил Петровпа Валерий Сергеева, Виталий Кириллова, "Колос" хуçалăхра _ Вячеслав Ласточкинпа Александр Ласточкина, "Яманчуринский" хуçалăхра _ Александр Денисовпа Александр Маркова шанчĕç. Ăнăçу пултăр, сире. Малтан палăртнă тăрăх ыраш тухăçĕ кăçал, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, 15-25 процент ытларах пул-малла.



"Елчĕк Ен"
27 июля 2005
00:00
Поделиться