Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Транспорт юсавлă

       Транспорт юсавлă - çул çỹрев шанчăклă Техника хатĕрĕсене юсавлă тытни çул-йĕр хăрушсăрлăхĕнче паллă вырăн йышăнать. Çавăнпа вĕсене çулсеренех патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалла. Çакă автомашинăсен, мотоциклсен, ытти техника хатĕрĕсен хуçисен тивĕçĕ. Уйрăм çынсем хăйсен транспортне тĕрĕслеттерме тăрăшаççĕ. Предприятисемпе организацисенчи, учрежденисенчи автохуçалăхсенче техникăна та патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларассине малти вырăна хуракансем те сахал мар. Ку енĕпе акционерсен "Прогресс" обществинче, "Комбайн", "Сатурн", "Нива", "Колос", "Свобода" хуçалăхсенче ĕçсем япăх мар. Çапах та "Дружба", "Восход", "Кушелга" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче автотранспорта тĕрĕслеттерме васкани туйăнмасть. Техника хатĕрĕсене тĕрĕслеме кашни эрне кунах районти ГАИ уйрăмĕнче кĕтетпĕр.



"Елчĕк Ен"
27 июля 2005
00:00
Поделиться