Тăван енĕм, Елчĕк ен, капăрлан, эс, кунсерен...
Çапла, çултан-çул мар, кунран-кун хитреленсе те чиперленсех пырать манăн тăван кĕтесĕм, Елчĕк ен. Юлашки çулсенче çак ырă енсене Елчĕк районне пырса кĕрсенех курма пулать. Паллах, пирĕн ен капăрланнишĕн чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхне Н.Миллина тав сăмахĕ калас пулать. Вăл тăрăшнипе ял халăхĕ халĕ çут çанталăк газĕпе ырă курать. Чи малтанах манăн куç тĕлне вокзал умĕнчи хунарсем тухаççĕ. _ Ай-уй, хулари пекех-çке кунта, _ терĕ çуммăн пыракан пĕр карчăк. Çул айккинчех, инçе те мар, "Була" хăна çурчĕ шурă карап пек курăнса ларать. Унтах кафе те ĕçлет. Район центрĕн çĕнĕ микрорайонне те тирпейлесе илем кĕртнĕ. Икĕ айккипе йывăçсем лартнă. Шăрăх та пăчă кунсенче кунти сулхăнра ларса канма пулать. Çавăн пекех Елчĕкри Иванов урамĕпе Совет урамĕн хĕреслевĕнчи йывăç çурт вырăнĕнче халĕ хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă темиçе хутлă капмар пысăк çурт _ "Арбат" суту-илỹ çурчĕ мăнаçлăн курăнса ларать. Чăннипех, хитре, илĕртỹллĕ вăл. Ман шутпа, Совет урамĕнчи налук инспекцийĕн çурчĕ çеç танлашма пултарайĕ унпа. Эпĕ илтнĕ тăрăх, малашне "Арбатра" хăна çурчĕ, парикмахерски, массаж пỹлĕмĕсене тата сауна хута ярасшăн. Çапла, ĕнерхи Елчĕке халĕ паянхипе танлаштарма çук. Тинех тăван ен çитменлĕхсене çĕнтерсе, пĕтерсе пырать. Ман шутпа, Елчĕк ен илемленни экономика аталанăвĕпе те çыхăннă. Апла пулсан, пирĕн малашне татах та тăрăшса ĕçлемелле.