Тăрăшни палăрать, курăнать
Иртнĕ эрне кун "Сатурн" тата "Колос" хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 6 уйăхри ĕçлĕ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетекен тата вырма умĕнхи районти канашлу иртнĕ. Унăн ĕçне ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисемпе ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен зоотехникĕсем, инженерсемпе агрономсем хутшăннă. Канашлу ĕçне ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ В.Никитин ертсе пынă тата пĕтĕмлетнĕ. Ăна асăннă хуçалăхсенче ирттерни вара тĕллевсĕр мар. "Сатурн" хуçалăхри ĕне фермин коллективĕ çуллахи лагере тухнăранпах хăйĕн кăтартуллă ĕçĕ-хĕлĕпе савăнтарать. Кунта çу кунĕсенче куллен кашни ĕнерен 20 килограмран кая мар сĕт сăваççĕ. Çакă _ районти чи пысăк кăтарту. Хуçалăхра хальхи вăхăтра пуринчен те ытларах сĕт суни иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен пăру илесси 2 хут аванрах пулнипе те çыхăннă, паллах. Канашлăва пухăннисем хуçалăхри зоотехник тата ферма заведующийĕ П.Купташкин ĕне фермин коллективĕн çак таранчченхи ĕçĕ çинчен каласа кăтартнине тимлĕн итлесе хак пачĕç. Хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăхсем 430 пуç шутланаççĕ пулсан, çав шутран 125-шĕ _ сăвакан ĕнесем. Чи кирли _ выльăхсен хисепне чакармасăр тивĕçлĕ шайри продукци туса илесси тесе шутлаççĕ кунта. Палăртнă çул-йĕртен пăрăнмасăр тĕллевсене пурнăçлассишĕн малалла ăнтăлнин кăтартăвĕсем вара пурте куç умĕнче. Хуçалăх, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 111 процент ытларах сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 1807 килограмм, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 41 килограмм ытларах сĕт сунă. 100 ĕнерен 95 пăру илнĕ, вĕсене лайăх упраса хăварнă. Сăвакан ĕнесене кăçал районти пур хуçалăхран та маларах "Сатурн" хуçалăх ешĕл калча çине илсе тухнă. Малтанхи кунсенчен тытăнсах ĕнесен рационне кирлĕ пек йĕркеленĕ, ĕç йĕркине çирĕплетнĕ. Сăвакан ĕнесене ура айĕнчи йỹнĕ апатпа ытлăн-çитлĕн тăрантарма кăçал хирте курăк çителĕклĕ. Вĕсене загон меслечĕпе тăрантарма 100 гектар "ешĕл конвейер" уйăрнă. Ĕнесем çуллахи лагерьте пулнипе усă курса хуçалăхра ĕçлекенсен вăйĕпех фермăна хĕле хатĕр-леççĕ: дезинфекци тунă, витесенчи урайсене улăштараççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе те лайăх йĕркеленĕ. "Колос" хуçалăхра вара сысна ĕрчетесси çине тимлĕх уйăрма шутланине ырă тĕслĕх вырăнне хумалла. Сысна ĕрчетесси хальхи вăхăтри Раççей, Республика пĕлтерĕшлĕ ыйту. "Елчĕк районĕнче сысна ĕрчетессине 2005-2010 çулсенче аталантарасси" çум программăна районта çирĕплетме хатĕрленеççĕ. Çитес кунсенчех хуçалăх 40 ăратлă сысна туянма шутлать. Вĕсене çăнăхпа анчах тăрантарса çитереймĕн. Çакна шута илсе хуçалăхра комбикорм тăвакан ятарлă агрегат туса хатĕрленĕ. Сыснасене тăрантарассинче рационпа килĕшỹллĕн, пулă каяшĕпе, утăпа, типĕтнĕ вĕлтĕренпе усă кураççĕ. Çỹлерех палăртнă "Сатурн", "Колос" хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине тимлĕх уйăрма тăрăшнине, унпа пĕрлех, тивĕçлĕ шайри продукци туса илнин тĕслĕхне палăртатпăр. Шел пулин те, районĕпе илсен, выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕнче савăнмалли сахал. Иртнĕ çулхи 6 уйăхрипе танлаштарсан, аш-какай туса илессине 83 процент, сĕт туса илессине 73 процент анчах пурнăçланă. Иртнĕ çул пĕр ĕнерен 1617 килограмм сĕт сунă пулсан, çак вăхăтри кăтарту 1386 килограмм çеç. Мăйракаллă шултра выльăхсен, çав шутран сăвакан ĕнесен, сыснасен хисепĕ, вĕсене ỹт хуштарасси, пăру, çура илесси чакать. Малашне мĕн пулĕ( Уй-хирсенче япăх мар тыр-пул çитĕнет. Анчах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çапса тĕшĕлеме пуçăнас вăхăт кăçал ытларах та кая юлать. Кая юлса акнă культурăсене пухса кĕртесси, вăрлăх хатĕрлесси те йывăрлăх кăларса тăратасси куç умĕнче. Районĕпе 13227 гектар çинче акса хăварнă тĕш тырă культурисене çак çăмăл мар лару-тăрура тăкаксăр пухса кĕртесси пирки уйрăмах вичкĕн сăмах пулчĕ. Чăннипех, пуçа ватмалăх, ыраттармалăх пур. Кивĕ ял хуçалăх техникипе çакăн чухлĕ ĕç пурнăçлама çăмăл пулас çуках. Пĕр комбайна тивĕçекен ĕç калăпăшĕ 130 гектарпа танлашать. Кăçал районĕпе те пĕр комбайн №"Прогресс" хуçалăхра№ анчах туянайнă. Вырмара ĕçлеме механизаторсем те чылай хуçалăхра çитмеççĕ. Запас пайсемпе, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе тивĕçтересси те çăмăл пулмĕ. Дизель топливи районĕпе хальлĕхе кирлин 40 проценчĕ, бензин _ 29 процент чухлĕ анчах. Вырма умĕнхи канашлу иртнĕ "Колос" хуçалăхри лару-тăру, районĕпе танлаштарсан, чылай аванрах. Чи кирли _ кунта хăватлă, çĕнĕ йышши техника çителĕклĕ пулни. Тĕш тырă çапса тĕшĕлекен ку чухнехи "Енисей" комбайн, 135 лаша вăйĕпе танлаштарма пулакан МТЗ-1221 трактор, пресс-подборщик, выльăх апачĕ пухса кĕртекен "Волга-2" икĕ комбайн. Вĕсене ĕçлеттерме чи шанчăклă кадрсене çирĕплетнĕ. КЗС-25 сушилкăна тĕплĕн юсаса хĕрỹ вăхăт тĕлне хатĕрлесе çитернĕ. "Колос" хуçалăх йывăрлăхсене парăнмасть, вăй илесшĕн, малалла аталанасшăн...