Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Савăнăçлă та усăллă кану

        Ачасен çуллахи канăвĕ савăнăçлă çеç мар, усăллă та ирттĕр тесе районти шкулсенче кăçал та лагерьсем ĕçленĕ. 11 шкулта кăнтăрлахи сывлăх лагерĕсенче 340 ача сывлăхĕсене çирĕплетнĕ, 15 шкулта ĕçленĕ кану лагерĕсене пурĕ 410 ача çỹренĕ. Лагерьсенче ачасене канма тата сывлăхĕсене çирĕплетме условисем çителĕклĕ туса панă. Кунне темиçе хутчен апат çитерни, вăйă-кулă, сывлăхшăн, тавра курăмшăн усăллă мероприятисем, çĕнĕ тус-юлташсемпе паллашни кирек мĕнле ача кăмăлне те кайĕ. Çак тĕллевпе Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕ 174720 тенкĕ, вырăнти бюджетран 35 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Хальхи вăхăтра лагерьсен сменисем вĕçленнĕ. Çавна май шкул ачисен пĕр пайĕ хуçалăх уй-хирĕсенче тăрăшать. Авăнăн 1-мĕшĕччен вĕсем кăштах та пулин шкул хатĕрĕсем туянма укçа ĕçлесе илесшĕн.



"Елчĕк Ен"
27 июля 2005
00:00
Поделиться