Хăнасене тирпейлĕхпе кĕтсе илесчĕ
Иртнĕ эрнере ялсенчи тирпей-илеме тĕрĕслекен ушкăн Аслă Таяпара пулса нумай çитменлĕх тупса палăртнăччĕ. Ку эрнере те ĕçлĕ ушкăн тирпейсĕрлĕхе пĕтерессипе мĕнле ĕçленине тишкерсе çак ялах çитсе килчĕ. Шел, хальлĕхе нумай ĕçе пурнăçлама ĕлкĕреймен-ха. Тĕп урама пырса кĕнĕ çĕрти хуçалăхăн картисем çав-çавах тытăнман. Çак урамри тепĕр юхăннă çуртăн умĕ те пуçтарăнман. Ялти вăтам шкулăн умĕ таса та тирпейлĕ. Анчах хыçĕ пирки çакна калаймăн. Юхăннă сетка-карта, хапха-алăк тахçанах тĕсне çухатнă. Паллах, асăннă шкулăн пĕр пек проектпа купаланă Курнавăш шкулĕпе танлашма хальлĕхе иртерех. Вĕлтĕрен ăшне путнă ватă çынсен хуçалăхĕ пирки уйрăм калаçу. Çурт-йĕр таврашне пăхса тăма мар, çисе тирпейленсе пурăнма та вăй-халĕ çителĕксĕр вĕсен. Ваттисен çуртĕнчен ытла лайăх вырăн карчăкпа старикшăн çук, паллах. Анчах унти хăтлăх пирки çителĕклĕ пĕлейменрен-и е инçех те мар пурăнакан хĕрĕ "хушманран" ваттисен çуртне кайма хирĕç вĕсем. Анчах юхăннă, тирпейсĕр кил-çуртра пурăнакан хĕрĕ пăхайĕ-ши ватăсене( Паллах, кун пеккисенчен урамри тирпейлĕх çинчен ыйтма та çук. Комисси пынă чух бригадăран янă хĕрарăм шăпах ватă çынсен таврашĕнчи вĕлтĕрен-пиçене çулатчĕ. Овражная урам илемлĕ çĕрте вырнаçнă: умра _ кỹлĕ, хирĕçре çуртсем çук. Çак илемлĕ вырăнпа кашнийĕ тĕрлĕрен усă курать: пĕрисен умĕнче улма-çырла çитĕнекен тирпейлĕ пахча, теприсен вара çум курăк кашлать. Аслă Таяпасен чăн пуянлăхĕ, паллах, паттăр хулаш-палăк. Ахальтен мар çак вырăн район хăнисене те илĕртет. Эппин, çак вырăна тирпейлĕ тытмалла, илем кĕртмелле. Çак тĕлĕшпе пĕр Аслă Таяпа ял администрацийĕ çеç мар, пĕтĕм район яваплă пулмалла. Çитес вăхăтра, акă, тепĕр хаклă хăна килсе курма пулнă хулаша. Халĕ тайăлнă юпасене тỹрленĕ, вĕсене çĕнĕ сăн кĕртме хатĕрленеççĕ. Хулаш вырнаçнă сăрт çинчен тавралăх алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Тирпейлĕ те илемлĕ пултăрччĕ вăл яланах, палăк ял халăхне, ял халăхĕ палăка хисеп кăна кỹтĕрччĕç.