Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Династисем

         Ашшĕ çулĕпе Ывăл-хĕрĕсем ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайни, вĕсен профессине суйласа илни пурнăçра сахал мар тĕл пулать. Мĕншĕн тесен ачасем ашшĕ-амăшĕ пек пулма тăрăшаççĕ, вĕсен ĕçĕ-хĕлне юратса ỹсеççĕ. Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ Вениамин Васильевич Кудряшов та ашшĕн çулĕпе утать. Елчĕкре пурăннă Василий Гаврилович Кудряшов районти физкультурăпа спорт юхăмне аталантарассинче хăйĕн пысăк тỹпине хывнă çын пулнă. Аслă ăрури çынсем ас тăваççĕ ĕнтĕ, вăл Елчĕксене бокс вăййипе пуçласа паллаштарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче Василий Гаврилович хатĕрленĕ боксерсем район тулашĕнчи ăмăртусене хутшăннă, вĕсене вырăнта йĕркеленĕ. Василий Кудряшов тăрăшнипех 50-60-мĕш çулсенче районта футбол вăййи вăйлă аталанса кайнă. Ун чухне Елчĕк районĕн футбол команди республикăри ăмăртусенчен пĕрре те юлман, лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. Ахальтен мар В.Г.Кудряшова асăнса районта çурхи кубока çĕнсе илессишĕн паянхи кун та ăмăрту иртет. Вăл районти физкультурăпа спорт комитетне 16 çул ертсе пынă. Ывăлĕ, Вениамин Кудряшов, пĕчĕкренех спортпа туслашса ỹснĕ. Спортăн нумай енĕсемпе аталаннă, футболла ăста вылянă. 9 класс пĕтернĕ тĕле районти футбол командин членĕ пулнă. Çавăнпах Совет Çарĕнчен службăран таврăнсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетне вĕренме кĕнĕ. Педагогика институтĕнче вĕреннĕ çулсенче Чăваш АССР сборнăй командин йышĕнче республика чысне пушар прикладной спорчĕ енĕпе хỹтĕленĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă. Çуран чупма, шывра ишме, пĕчĕк калибрлă винтовкăран пеме, кимĕпе ишме, парăс киммине тытса пыма ăста çамрăк тинĕс çинче нумай енлĕ спорт ăмăртăвĕсем енĕпе Чăваш АССР сборнăй команда йышĕнче тăнă, ку енĕпе Раççейри ăмăртусене те хутшăннă. Шывра ишессипе вăл Чăваш АССР ăмăртăвĕсенче палăрнă. 33 çулта ялти спортсменсен республикăри чемпионатĕнче çĕнтерме пултарнă. 1981 çулта аслă пĕлỹ илнĕ çамрăк педагог Елчĕкри вăтам шкула ĕçлеме килет. В.Кудряшов физкультура урокĕсем ирттернисĕр пуçне шкул командисене спорт вăййисене хутшăнма хатĕрлет. Елчĕксем футбол вăййисенче уйрăмах палăраççĕ. "Сăран мечĕк" клуб парнисене çĕнсе илессишĕн, çамрăк футболистсен турнирĕсенче Елчĕкри вăтам шкул командисем чĕрĕк ĕмĕр ĕнтĕ малтисен ретĕнче. Çак ăмăртусенче 4 ушкăнра та çĕнтерни пĕрре çеç мар пулнă. "Сăран мечĕк" клуб парнисен республикăри турнирĕсенче те пĕрре çеç мар çĕнтерме, призерсен йышне кĕме пултарнă унăн воспитанникĕсем. Вениамин Васильевичăн тренер ăсталăхĕ аслă классенче вĕренекенсем хушшинче Чăваш Республикин Президенчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ирттерекен турнирта та палăрнă. 1989 çулта вăл хатĕрленĕ район команди пĕрремĕш хут республикăра çĕнтернĕ. Кăçал районти аслă классенче вĕренекенсенчен тăракан сборнăй команда Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисен командисене çĕнтерсе ЧР Президенчĕн кубокне çĕнсе илчĕ. Футболистсене, унăн тренерне халăх умĕнче _ районти Акатуй сцени çинче чысларĕç. Команда тренерĕ район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Пултаруллă учитель вĕренекенĕсем спортăн ытти енĕсемпе те палăраççĕ. Хĕллехи туризм енĕпе Елчĕк шкулĕн команди республикăра çĕнтернĕ. Унăн вĕренекенĕсем _ В.Демьянов, Р.Григорьев, С.Александров районти спорт шкулĕнче ĕçлеççĕ. Темиçе çул каялла Елчĕк районĕн команди пысăк тăхтав хыççăн Чăваш Республикин футбол чемпионатне хутшăнчĕ. Ăна В.Кудряшов хатĕрлерĕ. Команда пĕрремĕш çулĕнче _ тăваттăмĕш, тепринче пиллĕкмĕш вырăнсене йышăнма пултарчĕ. В.Кудряшов физкультура урокĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерет. Вăл районти физкультура учителĕсен методика пĕрлешĕвне нумай çул ертсе пырать. Вĕрентỹ ĕçĕнчи çитĕнỹсемшĕн ăна икĕ хутчен Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Вăл _ пĕрремĕш категорири учитель. Иртнĕ çул Вениамин Кудряшова Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ пулма çирĕплетрĕç. Çавна май ĕç калăпăшĕ те, яваплăх та ỹсрĕ. Шанăçа тỹрре кăларас тĕллевпе ĕçлет нумаях пулмасть çур ĕмĕрхи юбилейне паллă тунă пултаруллă педагог, ăста тренер.



"Елчĕк Ен"
27 июля 2005
00:00
Поделиться