Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Трактор" операци-уйăхлăх иртет

        2004 çулхи çурла уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче иртнĕ "Трактор" операци вăхăтĕнче тракторсемпе хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене, прицепсене 324 единица тĕрĕслеме май килчĕ. Вĕсенчен 2-шне кирлĕ йĕркепе регистрацилеменни, 18-шĕ патшалăх техника тĕрĕслевĕ витĕр тухманни палăрчĕ. Çавăн пекех 6 машина штурвалĕ умне тракторист-машинист удостоверени илмен водитель ларнă, 6 механизатор ĕçе е çул çине техникăн регистраци докумен-чĕсене илме, 20-шĕ регистраци номерĕсене çакма "маннă". Чи хăрушши вара - çул çине юсавсăр техникăпа тухни. "Трактор" операци-уйăхлăх вăхăтĕнче çакнашкал 25 тĕслĕх пулчĕ. Çитменлĕхсемшĕн 50 механизатора, 5 ертỹçĕне административлă майпа айăплама тиврĕ. Унсăр пуçне 28 организаципе предприяти ертỹçисем ячĕпе 28 предписани çырнă, 9 техникăпа усă курма чарнă. "Трактор" операци_уйăхлăх вăхăтĕнче профилактика ĕçне ирттерни çул çỹремелли правилăсене пăхăнассинче, техникăна регистрацилессинче йĕркелĕхе аталантарать, çавăн пекех патшалăх органĕсен контроль мелĕсене ỹстерет. Çакна шута илсе, кăçал та çурла №август№ уйăхĕн 1-31-мĕшĕнче патшалăх техника асăрхавĕн инспекцийĕн, шалти ĕçсен пайĕн ГАИ уйрăмĕн ĕçченĕсем çулсем çинчи техникăна тĕрĕслĕç, районти ял хуçалăх, промышленность предприятийĕсене, организацисемпе учрежденисене çитĕç, автомашинăпа трактор паркĕсенче тĕрĕслевсем ирттерĕç, кивелнĕ е юрăхсăра тухнă техникăна шутран кăларма пулăшĕç, техосмотршăн, страховани тỹлевĕсене, транспорт налукне тỹленине те пăхĕç. Асăрхаттарнине пурнăçламасан, юсавсăр техникăна çул çине кăларсан е ĕçе явăçтарсан, айăплисене явап тыттаратпăр. Çавăнпа çул çинче юсавлă тракторсемпе прицепсем, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсем çеç пулччăр.



"Елчĕк Ен"
23 июля 2005
00:00
Поделиться